[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ

Хаклă тусăм!

Çырăва уçсанах Эсир эпĕ çаплах çырма пăрахманнишĕн, çаплах чăрмантарнишĕн, Сирĕн пата çырни Сирĕншĕн кăмăллă япала маррине эпĕ çаплах тавçăрса илейменнишĕн пăшăрханса илетĕр ĕнтĕ; тархасласа ыйтатăп, – ĕненсемĕр, Сирĕн пата çырма тивĕçĕм çуккине, хам Сире йăлăхтарса çитернине эпĕ чунăм-чĕремпе туйса тăратăп, çавăнпа та кĕскен кăна çыратăп. Çырмасăр чăтайманнипе, чăтма халăм юлманнипе çыратăп. Эсир ман пата текех нихçан та, нихçан та çырас çукки çинчен шутласанах пурнăç çути, мана çывăха хурса çунакан çутă таçта аякри-аякри тĕтре хыçне юлнăн туйăнать, пурăнас килми пулать, чĕрем ыратса йăшкать, ун пек чухне Сире çапла калас килет: «Йывăр-шим Сирĕншĕн темиçе йĕрке çырасси?» Хама хам пĕтерес, тĕп тăвас килсе каять çавăн пек самантсенче. Эх, апăрша çынни, ытлашши çын, йĕркеллĕ вилĕмпе вилесси те пулас çук ĕнтĕ манран.

Хурав илессе шансах çырать-ха ку айван, тесе ан шутлăр. Эсир тахçан каланă пекех, эпĕ чăнах та мăнкăмăллă, çавăнпа та ман хама айван вырăнне хуртарас килмест.

Мĕнле аван пулнă пулĕччĕ эпĕ аякка-аякка кайса çухалсан, библиотекăна, ыттине манма пултарсан... Хам сисмесĕрех темĕнле синкерлĕх çавăрса илчĕ пуçăма... Мĕншĕн, мĕне кура çапла асапланатăп-ха эп Сирĕншĕн? Хама хамах питрен çутăлтарса ярас килет.

Мĕншĕн мана камшăн та пулин кирлĕ пулмалла туман-ши? Мĕншĕн эпĕ кама та пулин телей е савăнăç кÿрейместĕп-ши? Мĕншĕн манра çÿле, çăлтăрлă тÿпене çĕклесе кайма пултаракан пархатарлă хевте çук-ши, – пур пулсан, эпĕ ăна пĕтĕмпех Сире, Сире кăна парăттăм. Кусем ĕнтĕ, хăвăрах пĕлетĕр, йăлтах пушă сăмах кăна, ма тесен ăшăмра чăнах та çавăн пек туйăмсем хуçаланнине эпĕ нимпе те çирĕплетсе параймастăп.

Хам сирĕншĕн ăнсăртран тĕл пулнă ют çын çеç пулнине, хам кĕçех, кĕçех, кĕçех Сире курас ырлăхсăр тăрса юлассине эпĕ пĕлетĕп. Инçетре, инçетре пулатăр Эсир манран. Сирĕн кĕçех пĕтĕмпех манма тивет. Сире ĕнер хăвăр каланисĕр пуçне нимĕн те кирлĕ маррине пĕле тăркачах мĕншĕн çак таранчченех çунтаратăп-ха ăшăма? Уссăр асап! Мĕн тăвăн ĕнтĕ хăвна ху алра тытма вăй çитереймесен? Эсир кĕçех каятăр... Кунçул сунталĕн хаяр мăлатукĕ шакканăн илтĕнет ман çав сăмах. Пулмастех-ши унтан хăтăласси? Юлас марччĕ ман вăл вăхăтчен çакă çутă тĕнчере, вилесчĕ ман вăл кунччен...

Хаклă тусăм... хаклă тусăм... пĕтĕм шухăш хăватне, чун вĕçевне, чĕрем таппине, пурнăçăмăн вĕтĕ-вĕтĕ пайĕсем таранччен Сире пама пултарсанччĕ-и... Ĕмрипех, ĕмрипех Сирĕнпе юнашар пулсанччĕ-и, Эсир сывлакан сывлăшпа сывласанччĕ-и... Ав епле нумая хапсăнатăп эпĕ... Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем, çунатлă ĕмĕтсем, кĕçех пĕччен, сирĕнпе куçа-куçăн тăрса юлатăп эпĕ. Йывăр шухăшăмсем, эсир çеç манпа юлатăр, эсир çеç манăн туссем пулатăр, мана сыхлатăр, мана йĕрлетĕр, сирĕнтен ниçта та тарса ÿкес çук эпĕ, эсир манăн ырă тусăмсем пулатăр. Шуса пырĕ çапла пурнăçăм. Юратнă çыннăм çухалĕ, урăхран тесен мана никам та кирлĕ мар. Шуса пырĕ çапла ман кичем те тĕксĕм пурнăçăм, пĕр лутăрканнă чунăм вара нихçан та тÿрленеймĕ.

Анастасия Петровна! Мĕн тери йывăр мана... Йĕрĕттĕм те – куççулĕм тухмасть...

Темшĕн-çке эп шăпамран яланах пулма пултарайманнине ыйтатăп. Темшĕн эп кашнинчех каялла çаврăнса тухма çук йывăр лару-тăрăва çакланатăп. Хама хам юриех асаплантарса илес тетĕп курăнать. Çук, юлашки кунсенче эп сахал мар шухăш шухăшларăм, Сирĕн çинчен шутлама пăрахас, хама пустуй тертлентерес мар терĕм. Кăлăхах. Çапах та кăмăлăм-сипетĕм çапла тепĕр майлă çаврăнса кайнишĕн никама та айăпламастăп. Пуçăм çĕнĕлле туйăмпа тулса ларнишĕн, эпĕ Сире ...нишĕн кам айăплă пултăр-ха ĕнтĕ... Нĕрсĕрлĕх! Ылхан тивтĕр мана! Ухмаха тухас çул çинче мар-ши эпĕ? Мĕн çырнине хам та ăнланмастăп. Малтан кĕскен çеç çырас тенĕччĕ. Мĕншĕн çыратăп, мĕне кирлĕшĕн? Çыратăп. Анчах Сирĕншĕн хам мĕнле асапланнине пĕлтерес тесе мар. Çук, уншăн мар. Хам айваннине, Сирĕн вырăнта пулсан, эпĕ хама мĕн тери мĕскĕннĕн курассине пĕлсе тăратăп. Сирĕн пата çакнашкал ухмахла япаласем çырнăшăн каçарăр. Юлашки кунсенче çапла эп шухăшлатăп ĕнтĕ: çавăн пек ухмахла çыхăну тытнăшăн Эсир аванмарланатăр пулĕ. Турăçăм, мĕн пулса тухрĕ? Çырнăçемĕн начартарах та начартарах. Эсир мĕншĕн çырманнине пĕлетĕп эпĕ, çапах та сăлтавне хăвăртанах пĕлес килет, çавăнпа тархаслатăп – çырсамăр юлашки хут та пулин.

М.К.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»