[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем

8. IV. Каç.

Çурхи каçăн çурма ыйхăллă таса-сенкер тĕттĕмлĕхĕ тÿпене туртса лартрĕ. Эпĕ кантăка картăм: каллех хам кĕллĕме пуçлатăп. Пÿлĕмре кĕлĕ вăхăтĕнчи çурма тĕттĕмлĕх тăрать. Кантăк умне лартăм, каркаса кăштах çĕклерĕм. Сан патна çыру çырма тытăнас умĕн тÿпенелле пăхса Сана кĕлтăвас терĕм. Хĕвел анса ларнă çĕрте, тÿпе хĕрринче, шуранка кăваклăх тăрать. Çăлтăр-куçсем чĕрĕлеççĕ. Тĕрĕсрех каласан, Тÿпе чĕрĕлет. Тÿпеçĕм! Нуся ячĕпе йышăнсам кĕллĕме!

Çурма тĕттĕмлĕхе путнă пÿлĕмре шăплăх тăрать. Ним те чăрмантармасть мана Сирĕн çинчен шутлама, савнă Нуся. Çак вăхăтсенче кашни кунах Сире кĕлтăватăп эпĕ. Ĕнтрĕк тунсăхĕпе пĕрле сенкер ĕмĕтсем айне пулатăп, тĕтрелĕх ăшĕнче Сире куратăп, вара, аякри тăванăм, çав ăшпиллĕхпе тахçанччен-тахçанччен киленсе ларатăп. Нуся, çак сенкер каçсен çурма сĕмлĕхĕнче Эсир, çепĕç те ачаш чунăм, манпа юнашар пулсан, мĕн тери аванччĕ! Çав çурма сĕмлĕхре Эсир мана пурнăç асапĕ çинчен, Чунăр-чĕрĕр çинчен, мана нихçан та асран кăларманни çинчен, Хăвăр тусăра мĕнле хытă килĕштерни çинчен шăппăн-шăппăн каласа парăттăрччĕ. Пуçăма Сирĕн хулпуççийĕр çине хурăттăмччĕ эпĕ, Сирĕн аллăр ман пуçăм çинче выртĕччĕ, вара эп Сирĕн çĕр çинчи инкеклĕ пурнăç, чун-чĕре асапĕ çинчен калакан асамлă сăмахăра Сире витĕрех туйса, Эсир сывланине, чĕрĕр мĕнле çывăх-çывăх тапнине туйса вĕçĕ-хĕррисĕр итлĕттĕм. Нуся, инçетри çăлтăрăм, хам ăсран кайса Сирĕн çинчен шутланине мĕнле пĕлтерес-ши ман.. Нуся, Нуççăçăм, ăнланатăр-ши Эсир мана кăшт та пулин.

Акă тĕттĕмленсе çитрĕ. Çутă çутрăм – Сирĕн пата çыратăп, анчах вĕçĕмсĕрех тĕттĕм-кăвак тÿпенелле, хамăн тăван Нуся пекех аякри çăлтăрсем çинелле пăхса ларас килет. Пăхать-ши вăл çак каçхине çав тÿпене, çав çăлтăрсем çине, шухăшлать-ши ман çинчен...

Ĕмĕрлĕхех Сирĕн М.

9. IV. Ирхине 5 сехет.

Нуся! Ирхи шуçăм пулса чуптăватăп Сире!

Яланлăхах Сирĕн М.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»