[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ

Халь кăна çывăрса тăтăм та, чĕрем темшĕн питĕ асаплăн тапнине Сирĕн пата çырас терĕм. Хам çырмасан, асилтермесен Эсир хамăр туслă пулнине манса каяссăн туйăнать, мĕншĕн тесен Сирĕн туссем ахалех нумай. Паян виçĕ сехете кĕтсе илсе Сирĕн пата пырасса шанассăм килмест. Мĕн тери кулăшла япаласем пулса иртеççĕ психологи тĕнчинче. Халиччен эпĕ çакна асăрхасах кайман. Туссем манăн пулнă, анчах вĕсем пĕри те чуна Сирĕн чухлĕ телей те савăнăç кÿреймен.

Тепре куриччен, хаклă тусăм! Сирĕн таврари сывлăша ытарами юрататăп. Эсир çÿрекен вырăнсене вĕçĕмсĕр саватăп. Ырă та хаваслă кун пултăр.

Ĕмĕрлĕхех Сирĕн М.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»