[Теччĕ], 26.Ш-1920.

Паян уеса каятăп. Эсир çÿренĕ вырăнсемпе, хам телейĕме айванла ĕненнĕ чухнехи вырăнсемпе сывпуллашатăп. Каяс умĕн кашнинчех Сирĕн пата çыратăп, çырмасăр чăтаймастăп. Сире ку пачах интереслентерменнине те пĕлетĕп, анчах çыратăп. Апрелĕн виççĕмĕшĕнче çеç таврăнатăп. Вăхăт вĕçнĕ пек иртет, Эсир кайнăранпа мĕн чухлĕ иртрĕ ĕнтĕ. Питĕ нумай. Питĕ нумай. Хаклă Анастасия Петровна, малашне кунашкал айван япаласем çырмастăп, туйăмсене Сире пĕлтерместĕп тесе сăмах паратăп. Ăслă-пуçлă пулма тăрăшатăп. Пулма пултарайман япаласемпе хама хам минретĕп, улталамăп. Анастасия Петровна, сывă мар чухне çырăвăмпа чăрмантарнăшăн каçарăр мана. Каçарăрах.

Сирĕн мĕскĕн М.
Хваттерте çавăнтах-ха.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»