[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем

Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!

Миçе кун Сирĕнтен çыру кĕтетĕп ĕнтĕ. Çук та çук. Ку асапăн вĕçĕ-хĕрри те çук пек туйăнать. Çырма пăрахма мĕн хистерĕ-ши Сире тесе пуçа çĕмĕретĕп. Пин-пнн иккĕленÿ. Тен, хамăн ăссăр çырусемпе кÿрентертĕм пулĕ эп Сире? Каçарăр, Нуся.

Нуся, тăванăм! Манпа чун-чĕре енчен тăванлă çын Эсир çут тĕнчере пĕрре тесе шутланă эп яланах. Пĕрле ирттернĕ кунсенче чĕрем çав ырă тăванлăха, çав кăмăллă çывăхлăха яланах туйса тăратчĕ. Аванччĕ вăл вăхăтсенче, ма тесен Эсир сайра-хутра та пулин ачашланипе пурăнас хавасăм çĕкленетчĕ.

Эсир куçпа пăхса илни, Эсир çывхарни хăех мана темĕнле именчĕклĕ телей кÿретчĕ, вара эп, Эсир мана чăнах та юратнипе юратманнине пăхмасăрах, вĕçес пек хăпартланса çÿреттĕм. Эсир мана юратма пултарайман, Эсир айăплă мар уншăн. Манăн çамрăк ĕмĕтĕмсене, ман çуркунне чечекĕсене çапла таптанма, çапла вĕçĕмсĕр тунсăхпа витĕнме тивнĕшĕн Эсир айăплă мар. Чун-чĕре чечекĕсем – черченкĕ те асаплă чечексем – халь ĕнтĕ майĕпен пуçĕсене усаççĕ, хуллен вилеççĕ. Шăпи çапла çырнă. Кĕтмен çĕртен, ăнсăртран килнĕ çырăвăрсем мана каллех ĕлĕкхи саламлă ăшпиллĕхпе çупăрласа илчĕç, пăлхантарса ячĕç. Нуся, Эсир маншăн пĕртен-пĕр çывăх çын, мана çунатлантаракан салам Сирĕн чĕрĕрте кăна çуралма пултарать. Сирĕнтен çыру илме пуçласан ăшăмра пурнăç çулăмĕ хĕмленме тытăннăччĕ, – анчах вĕсем сÿнчĕç, халĕ вара çав çырусемпе вĕсем мана пĕчченлĕхре çутатнă самантсем - тĕлĕкĕн те ултавлă ĕмĕтĕн çеç туйăнаççĕ. Нуся, мĕншĕн Сире мана юратмалла туман-ши? Эсир мана юратас-тăк, эп çапла вăйсăр та çаврăнăçусăр пулмăттăм. Халь тин ĕнтĕ никама та, унтан та ытларах – хама та шанассăм-ĕненессĕм çук. Пурнăçра та, кăмăлăмра та темле пушăлăх, темĕнле сивĕлĕх, ыйхă. 21 çултах ватă çын пулса ларма мĕн тери йывăр. Пĕр пархатарсăр юласси – мĕн тери трагеди. Пулсан ĕнтĕ е талант пулмалла, е ним те пулмалла мар. Пĕрремĕш пулма – çавăн пек çуралмалла, çуралайман пулсан – эс иккĕмĕш ушкăнра. Хама вăтам та тĕссĕр çын тенипе ниепле те килĕшессĕм çук. Пĕлетĕп, эпĕ пысăк идейăсăр, пушă, çаврăнăçусăр этем. Пĕлетĕп, анчах килĕшме пултараймастăп. Çулсем вара – каяççĕ те каяççĕ. Эпĕ пур – çаплах тем кĕтетĕп, пурнăç малалла-ха тетĕп, ĕмĕре ахаль ирттермен, тесе калама тивĕç паракан ĕç тăвасса кĕтетĕп. Çулсем иртеççĕ, иртеççĕ... Эпĕ вара – çаплах çав тĕссĕр те вăтам этем.

Нуся, Эсир ман пата текех çырмастăр. Çапла-и? Çапла...

Çырăва çырса пĕтернĕ çĕре тулта çил кичеммĕн, йывăррăн йынăшма пуçларĕ.

Çил шăхăртăрах... Чĕрере – чул пек йывăрлăх.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»