[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ

Хаклă Нуся

Кăкăра темĕнле виçесĕр ăшă, таса туйăм капланса килет – эппин, эпĕ сан çинчен шухăшлатăп пулмалла. Нуся, мĕн тери ырă эсĕ, Нуся. Мĕн тери çывăх, мĕн тери тăван эсĕ маншăн. Савнă шураппам. Нуся! Хытă-хытă чăмăртатăп аллуна. Эсĕ мана «эсĕ» тесе çырнăшăн çилленесрен мĕнле хăрамастăп-ха эпĕ. Çук, пĕртте хăрассăм çук. Ма тесен хама тусла юратупа пĕртен-пĕр эсĕ кăна юратнине шанса тăратăп. Пурнăçăмра эс темĕнле ырă пирĕшти майлă. Çÿл тÿперен аннăскер. Урăхла шухăшлама пултараймастăп эпĕ сан çинчен. Мана эс нихçан та нимшĕн те çилленмен. Эс пурри маншăн – темĕнле асамлăх. Элле пурах-ши çĕр çинче сан çинчен ман пек шухăшлакан, манашкал туйăмпа пурăнакан тепĕр çын.

Крыма сывалма кайма шут тытрăм. Малтан Шупашкартан тухса тарас килетчĕ. Халĕ ĕнтĕ хăйсемех ирĕк пачĕç, çавăнпа кĕретĕнех каятăп. Эс кăмăлламан туйăмăмсем йăлтах сĕвĕрĕлсе пĕтсен, тăванла Юрату кăна тăрса юлсан, сан пата таврăнăп. Таврăнсан мана вăхăтлăха кĕртетĕн пуль тетĕп, тен, яланлăхах пĕрле пулма та килĕшĕн. Эсĕ ман аппа, эпĕ сан шăллу пулăпăр. Мĕн тери аван. Нимле инкек-синкек те çук. Уяр тÿлеклĕх Ачалла пупленĕшĕн каçар, Нуся. Эсĕ маншăн яланлăхах тус шутланнă чухне эпĕ хама ачалла хăтланма та ирĕк паратăп, ку мана пĕртте хăратмасть. Унччен тесен, 21 çулта та ача шутĕнчен тухайманни сехĕрлентерсех ÿкеретчĕ мана. Çирĕмри çынсем – пурнăç çыннисем, эпĕ вара – çаплах ача. Мĕн тăвăн ĕнтĕ?

Чулхулана çитрĕмĕр. Госпитальте выртатăп. Çÿç вăрăм-вăрăмччĕ, икĕ аршăнран е, тĕрĕсрех, хăлаçран кĕскереххи пĕр пĕрчĕ те çукчĕ, – касса ячĕç. Шел, анчах мĕн тăвăн. Çулталăк çурă ÿстернĕччĕ, – пĕтрĕ.

Вунсаккăрмĕшĕнче, юнкун, Крыма ăсатаççĕ. Нуся, эсĕ кăнтăра кайма хатĕрленнĕ пек çырнăччĕ. Тен, Крыма пыма май килĕ? Мĕнле аван пулĕччĕ. Нуся, тăрăшса пăх, тен, ĕç тухĕ? Çитсен пĕлтерĕп. Çул çинчен те çырсах тăрăп. Конверт çукки çеç япăх.

Тĕл пуличчен, савнă Нуççăçăм.

Ыталатăп.

Санăн ĕмĕрлĕх чунтан парăннă шăллу Миша.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»