[Теччĕ], 15.2.20 ç

Нуççăçăм!

Эп ĕмĕрлĕхех Сирĕн. Ĕмĕрлĕхех Сирĕн. Çак юлашки кун мана тамăка та ăсатма пултаратăр Эсир. Çак кун эпĕ Эсир çĕр çинчи ахаль чун çеç пулнине ĕненме пултараймастăп: ачашлăхпа çепĕçлĕх ытамĕнче чечек пек çурăлнă чĕремĕн таппи те, чунăм хавалĕ те – йăлтах Сирте. Нуся! Эсир – пирĕшти! Турăçăм! Нуся! Ĕнерхи каç... Мĕне кура çÿл тÿпе çавăн чухлĕ ырлăх ярса пачĕ-ха мана? Вăл ырлăх çинчен эп ĕмĕтленме те пултарайман-çке-ха. Чунăмçăм, чунăмçăм, чунăмçăм, мĕн тери чухăн юлнă пулĕччĕ пурнăçăм çав телейсĕр. Нуся, ман Сирĕнсĕр пурăнас килмест, пурăнма пултараяс та çук. Çĕркаçхине асилсен – чун шĕл кăвар çинче шăранать, çулăмланса илет, чĕрем каллех Сирĕн паталла туртăнасшăн, çĕнĕ кăварăн çĕнĕ çулăмĕпе çунасшăн, кăмăла канăç кÿрекен асаппа асапланасшăн. Ĕнерхи каçăн пĕр саманчĕ пуçăмра мĕн ĕмĕрлĕхех юлĕ. Çав самантшăн эпĕ çийĕнчех пĕтĕм пурнăçăма пама хатĕр. Е вăл тĕлĕкре кăна курăнчĕ-ши мана? Калăр-ха, курăнчĕ кăна-ши çав самант мана... каяс умĕн Эсир çапах та пытăр-пытăрах.

Çывхартăр...

Аса илсенех пăлханса ÿкетĕп, тулта паян уяр-сенкер пулнине, хĕвел çутатнине, хам пурăннине те, Сире тивĕç маррине те манатăп. Мĕн тери кĕске пулчĕ çав самант. Турăçăм! Тавăрсам ăна! Иртсе кайрĕ. Иртсе те кайрĕ. Паян... юлашки кунах пулĕ-ши? Мĕн чухлĕ шутланă эп Эсир каясси çинчен, мĕн чухлĕ хăратрĕ вăл мана, анчах унпа килĕшме пултараймарăм, ăна хăнăхаймарăм. Халь-халь мĕн те пулин улшăнасса, пурнăç мана май çаврăнасса шанаттăм. Халь акă Эсир каятăр. Каллех – ĕнтĕ пинмĕш хут – калассăм пур: эпĕ Сире тĕнчерен те, хĕвелтен те хытăрах юрататăп, хама юраттарас тĕллев нихçан та пулман манăн. Юратăвăм тĕссĕррине, чухăннине пĕлетĕп эпĕ, анчах чĕремре вăл вышкайсăр пысăк çулăмпа çунать, кичем пурнăçăн пĕтĕм вак-тĕвекне, пĕтĕм çÿп-çапне тĕп тăвать, Сирĕн малта пыракан сăнарăра кăна çутатать, упрать. Эсир каятăр. Лере, инçе çĕрте, Эсир урăххин çулĕ çине телей акатăр ĕнтĕ. Унта мана манатăр Эсир, чунăмçăм... Пурпĕрех мар-им, тетĕп те хама хам, чĕрем сикме, туртăшма, ыратма тытăнать; пурпĕрех мар-и – çавах эпĕ Сире тивĕç мар вĕт-ха... пурпĕрех мар-и... анчах çак сăмахсене каласанах кăмăл хуçăлать, темшĕн-çке каллех Сире «мана ан манăр-ха» тесе йăлăнас килет. Нуся! Чунăмçăм! Çунатăмçăм! Эсир – ман «тĕтреллĕ яшлăх ирĕ», Эсир – ман таса та çăлтăрлă пĕрремĕш туйăм. Эсир – ман пурнăçăм. Пурнăçăм, хаклă Нуся.

Эсир мана сума сурăр. Эсир мана тĕртсе ямарăр. Эсир мана ăнлантăр. Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп... Вăрманта çÿрени... Атăлта ярăнни... Эсир вăл, йăлтах Эсир вăл, чунăмçăм! Хаклă, хĕвеллĕ Нуся!..

Анчах кĕçех, кĕçех çакăнтан асаилÿ кăна тăрса юлать. Кайран каллех çуркунне пулĕ, чечеклĕ май çитĕ, вăрман ешĕл тĕспе витĕнĕ, йывăçсен тăпăлкка тăррисем сенкер тÿпен сенкерлĕхĕ еннелле кармашĕç, тавралăх çурхи хĕвелĕн чĕрĕлĕхлĕ пархатарĕпе киленĕ. Ирлĕн-каçлăн янăравлă вăрманпа иртсе çÿреме кăмăллă пулĕ: кайăксен чĕвĕлтетĕвĕ, вĕсен кăмăл сасăллă юрри-кĕвви чуна хăпартлантарĕ. Хаваслăн çÿрĕç унта çынсем. Анчах маншăн мар çутатĕ çав хĕвел, маншăн мар хумханĕ çав вăрман. Эсир кунта пулмастăр. Эсир кунта пулмасан мана Çурхи Чĕрĕлĕх те хавас кÿреймĕ.

Анлă Атăл хĕвел çутинче хăйĕн кĕмĕл анĕпе йăлтăртатса выртĕ. Унăн тарăн шывĕнче таса, çутă пĕлĕтсен, ешĕл вăрмансемпе те мăкпа витĕннĕ тÿпемсен мĕлкисем сенкеррĕн курăнса тăрĕç. Атăлăн шурă кĕмĕл хумĕсем кимĕпе ярăнма, пĕтĕм тавра ырă кăмăл çĕкленĕвĕпе тулнă вăхăтра чĕрĕлĕх сывлăшĕпе киленме йыхăрĕç. Анчах çав чĕркĕмĕл хумсем çинче манăн кимĕ ярăнас çук. Эсир кунта пулмастăр. Эсир кунта пулмасан, мана Аслă Атăл та савăнтараймĕ, Çурхи Чĕрĕлĕх те хавас кÿреймĕ. Эпĕ пĕчченех пулăп. Кăштах ачашланса илессĕм те киле, анчах Сирĕн ачашлăхăр мана тивĕçмĕ. Эпĕ пĕччен, хамăн вĕçĕмсĕр хуйхă-суйхă ăшне путса, асапланса çÿренĕ вăхăтра Эсир манран аякра, урăх çынсем хушшинче пулатăр, хаваслă та илĕртÿллĕскер, тен, çав вăхăтра Эсир Атăлта ярăнăр, Аслă Тĕнчен çурхи илемĕпе савăнăр, тен, балконăр çинче ăраскаллăн çиçсе ларăр... вара ытарайми Нуççăна курнипе ытти çынсем хăйсене телейлĕн туйĕç. Ах, Нуся, макăрмалла ман халĕ, анчах куççулĕм типсе ларчĕ. Телейлĕ пулсамăр ĕнтĕ. Енчен те мана çапла телей-савăнăç кÿни Сире ÿкĕнтерет пулсан, ман ятăма нихçан та аса илменни лайăхрах. Ан тив, Эсир маннăскер, телей пÿрменскер, эп пĕчченçĕ-пĕчченех юлам. Хам тесен, эпĕ яланах Сирĕн ятăра кăна пĕлĕп. Ĕмĕтĕмре эп Сирĕнпе пулăп, ĕмĕтĕмре Эсир те манăннах пулатăр! Нуся! Чунăмçăм, савниçĕм, ыталатăп Сире, ыталатăп...

Ĕмĕрлĕхех Сирĕн М.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»