Ĕмĕр чĕрĕ, ĕмĕр çамрăк

Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Бараев-Серкке Владимир Васильевич
Бараев-Серкке Владимир Васильевич
(1910-1942)

1910 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне кĕрекен Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан, Тутар Республикинчи Хурăнварти икĕ сыпăклă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. 1930 çулта Самар хулинчи планпа экономика институтне вĕренме кĕнĕ. 1934 çулта Шупашкара пурăнма куçнă. Кунта вăл Халăх пултарулăх çуртĕнче, радиокомитетра, кĕнеке палатинче, хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.

1941 çулхи çурла уйăхĕнче салтак шинелĕ тахăннă. Иваново хулинчи çар училищинче виçĕ уйăх вĕреннĕ, фашистла оккупантсем Мускава тапăнса пынă вăхăтра Мало-Ярославец патĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ. 1942 çулхи юпа уйахĕнче В. Бараев лейтенант ертсе пыракан миномет взводне Сталинграда хÿтĕлеме янă. Унта та вăл паттăррăн çапăçнă. "Тупа тунă чухне" сăвва, "Лăпкă Дон хĕрринче", "Çапăçу хирĕ" калавсене, "Юлашки блокнотран" очерка тата ытти хайлавĕсене вăрçă окопĕсенче çырнă.

Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисемпе калавĕсем, очеркĕсемпе статйисем Куйбышевра тухса тăнă "Колхозник" ятлă чăваш хаçатĕнче пичетленнĕ. 1936 çулта "Кавказ хăнисем" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Автор ăна республикăри алĕç ăстисемпе пĕрле Кавказа кайса çÿренĕ хыççăн çырнă. 1939 çулта унăн халăх сăмахлăхĕпе анлă усă курса çырнă "Али-паттăр" юмах пичетленсе тухнă, сăвăç унта тата ытти сăвăсенче ĕçхалăхĕн хастарлăхне мухтать. Сăввисем тăрăх Ф. Лукин композитор "Ирхи юрă" тата "Летчиксене савса" ятлă юрăсем хывнă.

Проза жанрĕпе те чылай çырнă. Вĕсем хушшинче "Кавказ хăнисем" ятлă пысăк очерк, "Таврăнсан", "Сÿнми хĕлхем" калавсем, "Конюх килĕнче", "Учитель", "Редактор", "Вĕсем чĕрене туяççĕ" очерксем, "Этиканпа Утикан", "Кĕслеççĕ", "Ухмаха тухнă тура" юмахсем тата "Кумсем" ятлă фельетон паллă вырăн йышăнаççĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Кавказ хăнисем", "Али-батыр", "Сÿнми хĕлхем".

1942 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сталинград патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

В. Бараева 1962 çулта вилнĕ хыççăн СССР писателĕсен Союзĕн членне илнĕ.

1994 çулта Шăмăршă районĕнче В. В. Бараев-Сĕркке поэт-патриот ячĕллĕ преми туса хума йышăннă.