Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
(1922-2006)

1922 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районе кĕрекен Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. Канашри педагогика училищинчен, Мускаври А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ Чутайри район хаçачĕн литература сотрудникĕ, районти радиовещани редакторĕ, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Вăрнарти КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пуçлăхĕ, Вăрнар райисполкомĕн культура пайĕн пуçлăхĕ, Чăвашрадион ятарлă корреспонденчĕ, Вăрнар район хаçачĕн редакторĕ, Чăваш çыравçисен Союзĕн илемлĕ литературăна пропагандăлакан бюровĕн литература сотрудникĕ тата секретарĕ пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Кăнтăр-Хĕвеланăç тата 3-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. Артиллерист пулнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе тата "Киева хÿтĕленĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

Сăвăç-юрăçă, кулăш ăсти, драматург, куçаруçă. 1935 çулта "Лагере" ятлă малтанхи сăввине "Хатĕр пул" журналта пичетленĕ. 1956 çулта "Çавал çути" ятлă сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. Çав çулах "Тулăх пурнăç çăлкуçĕ" ятлă очерксен пуххи кун çути курнă. Пурĕ 30 ытла сăвăсемпе очерксен кĕнеки пичетленсе тухнă. Чăваш композиторĕсем 200 ытла сăввине юрра хывнă. Уйрăмах "Хăмла пахчи", "Вăййа тухрĕç çамрăксем", "Савнă тусăм манăн иккĕ", "Хитре кĕпер" юрăсем халăх хушшинче анлă сарăлнă.

Пĕчĕккисем валли те нумай сăвă-юрă, пьеса çырнă. "Ĕмĕтсем пысăк", "Ача садĕнче", "Саспалли хули" т. ыт. сăвă пуххисене, пьесăсенчен – "Хрисан Степанов" пьесине ачасем уйрăмах юратса вулаççĕ. Тутар, мордва, мари, вырăс, украин тата ытти чĕлхесенчен нумай куçарнă.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Çавал çути", "Тăван кĕтес", "70 те 7 юрă", "Ачасем юрлаççĕ", "Капăр Натали", "Родные узоры".

2006 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.