П. Афанасьев

ПУРÃНАН, ПОЭТ!

Пултăм Çеçпĕлте те Теччĕре,
Пултăм эп Крымра та Остерта.
Вăл хăех – пин-пин Кăвар чĕре,
Вилес çук вăл, терĕм, вăл – кунтах!

Таврăнтăм поэт çĕршывĕнчен.
Çаврака шур çăкăр, хĕм сапса,
Çынсене сÿнми телей сунса,
Ялтраса выртатчĕ килсерен.

Ирĕке саван чăваш ачин
Ирĕклĕ юрри ян-ян каять.
Сăвăçĕ те юрăçĕ – пин-пин –
Ут çулать, ака тăвать, юрлать.

Çук, калаймăн: лăпкă та йăваш...
Курăр, çивĕч ухă йĕппилле
Хăйĕн ĕмĕтне тĕлле-тĕлле
Чашкăрса вĕçме пĕлет чăваш!

Таврăнтăм эп капăр Теччĕрен.
Тинĕс евĕр Атăла курса
Шутсăр савăнса, хăпартланса,
Сăвă шăрçаларăм мĕн ирччен.

Вĕçсĕр иртрĕç шур пăрахутсем,
Пин-пин сас хупларĕ таврана,
Тĕрлĕ-тĕрлĕ халăх çыннисем
Ãшшăн саламларĕç Çĕн куна.

Эп вара шутларăм ăшăмра:
Çеçпĕл ĕçĕ харама кайман, –
Çак таса, телейлĕ çĕршывра
Çыннисем телейлĕ те пĕр тан.

Тин çеç килтĕм тинĕс хĕрринчен.
Крым хĕвелĕ сывлăхшăн паха.
Çеçпĕл сассине те илтĕп-ха,
Терĕм çыранпа утмассерен
.

Хумлă-хумлă кăпăк авăсса
Кĕрешме чĕнет хăватлă шав.
Асилтерчĕ аслă сăвăçа.
Тинĕсĕм, мухтав сана, мухтав!

Вăл кунтах-мĕн ĕмĕр-ĕмĕрне.
Вăл, ав, тинĕс хумĕпе кĕрлет:
Çĕнĕ кунăн çĕнĕ пурнăçне
Юратса тăма чĕнет поэт.

Тин кăна-ха çитрĕм Чăваша
Çут тиреклĕ ăшă Остертан.
Калаймарăм: «Сывă пул, Мишша»,
Çирĕппĕн каларăм: «Пурăнан!»

Украина хĕрĕ сан патна
Чĕр чечек çыххи йăтса пырать,
Палăку çине вăл сан ятна
Тĕрĕллĕ рушник çакса ярать.

Пурăнан, поэт! Кай, вилĕм, чак!
Пурăнан! Пĕтмен-ха çут тĕнче.
Эсĕ кĕрешÿ вăйне анчах
Килĕштернĕ пурнăç тăршшĕнче!

Афанасьев, П. Пурăнан, поэт! / П. Афанасьев // Тăван Атăл. – 1979. - № 11. – С. 6.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография