С. Яруткина

«ÇЕÇПĔЛ... ВĂЛ ÇУРĂЛАТЬ ЧИ МАЛТАН ÇУРКУННЕ…»

Çеçпĕл... Вăл çурăлать чи малтан çуркунне.
Ахаль мар илнĕ сăвăç чечекĕн ятне:
Тăван халăх кунçулĕ çинчен шутлакан
Çурхи тăм тивесрен те пачах хăраман.

Чăваш ячĕ çĕкленĕ тесе шанакан
Ырă пурнăç килес шанчăка çухатман.
Уççăнах шăрçаланă вăл сăвă-ахах,
Сăввисем ун паян та çынсемшĕн паха.

Чун-чĕре ыйтнипе киввине питлеме,
Тĕрĕсмарлăха хирĕç тăма шикленмен.
Çĕннине çывхартма вăй-халне шеллемен,
Çынсене вăл пилленĕ чунри илеме.

Унăн вилĕмсĕр ячĕ юлать ĕмĕре,
Унăн вутлă сăмахĕ – кашни чĕрере.
Сăвăсем янрататпăр ăна мухтаса,
Юрăсем шăрататпăр чунтан ырласа.

Яруткина, С. «Çеçпĕл... Вăл çурăлать чи малтан çуркунне…» / С. Яруткина // Ялав. – 1999. – № 11-12. – С. 88.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография