А. Смолин

ÇЎРЕТПĔР ÇЕÇПĔЛ ÇУЛĔПЕ

Олекса Яковлевич Ющенко поэта

Кейÿ хули ытла хитре-çке,
Тĕлĕнтерет илемĕпе.
Кунта тахçан çÿренĕ Çеçпĕл...
Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе.
Таçта хаяр çилсем вĕреççĕ
Мăнаçлă Днепр çумĕпе.
Кунта мăнаçлăн утнă Çеçпĕл...
Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе.
Пире, Кейÿ, ялан кĕт эсĕ
Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕлпе.
Асран кайми туссен кĕтесĕ
Мухтавлă халăх чунĕ пек.
Темле хурах хурне тÿссен те
Пире çул парĕ çÿл тÿпе...
Ытарайми хастар туссемĕр,
Çÿресчĕ Çеçпĕл çулĕпе.

Смолин, А. Ѕÿретпĕр Ѕеѕпĕл ѕулĕпе… //Смолин, А. Ѕÿретпĕр Ѕеѕпĕл ѕулĕпе / А. Смолин. – Шупашкар, 1999. – С. 5.

Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография