А. Смолин

ÇЕÇПĔЛ ПАЛĂКĔ ТАВРА

Петр Константинович Львова

Çеçпĕл палăкĕ тавра
Пухусем хĕрсех иртеççĕ.
Пĕрисем тарла-тарла:
«Çеçпĕл – пирĕн çын вăл», – теççĕ.

Теприсем вара кăра:
«Çеçпĕл пирĕнпе кăна вăл...»
Çеçпĕл палăкĕ тавра
Явăнать ялавлă явăл.

Çеçпĕл палăкĕ тавра
Поэтпа пайта тăваççĕ.
Куçарасшăн тавара
Ун таса ятне хальхаççăн.

Хак парар-ха хамăра,
Пуç тавра кăштах шутласчĕ...
Çеçпĕл палăкĕ тавра
Çеçпĕле сума сăвасчĕ.

Смолин, А. Çеçпĕл палăкĕ тавра // Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе / А. Смолин. – Шупашкар, 1999. – С. 10.

Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография