А. Ильин

ÇЕÇПĔЛ ХАЛАЛĔ

Поэма

Ялан тĕрлĕ хуйхă
Куратăн-и: чечек, анне,

Вăл юр çинчех ÿсет.

Туймасть-ши хĕл иртменнине,

Сивве епле тÿсет?


Мĕн ятлă çак чечек, кала,

Пĕлесчĕ ун ятне.

Пĕлес килсессĕн, пĕл апла:

Вăл - çеçпĕл,

Çĕр çине.

Пур чечекрен те маларах

Шăтса тухать, ачам.

Илем кÿрет вăл яланах.

Çакна эс ан мансам...


Амăшĕпе ачин калаçăвĕнчен.

Çуркуннепе,

Тухсан çаран çине,

Çак чечеке куратăн чи малтан:

Кайса пĕтмен-ха юр та... Çĕр питне

Вăл çупăрлать черчен ытампалан.

Ачашлăх та асамлăх пур унра,

Çурхи хĕвел кулли те чечекре,

Пĕр уншăнах хитре тăван тавра,

Салам калать вăл, çепĕçскер, пире.

Çĕр саламне илтме кашни хавас,

Кашни хавас ăна сăмах хушма,

Епле янравлă, шăнкăравлă сас!

Ăна эп хатĕр вĕçĕм тăнлама.

Пуплетĕп чечекпе пур кăмăлтан,

Калаçура чун канăвне тупса,

Çак вырăнта ÿсет вăл авалтан,

Çуркуннене чун-чĕрипе туйса.

Пин хут телейлĕрех вăл этемрен

Çут тĕнчене çуллен килнишĕнех,

Вăл пурăнать, вăл юлĕ пирĕнтен,

Çакна аван пĕлетпĕр кашниех.

Уçланкăра ÿсен кăвак чечек,

Ытти чечексенчен чи паттăрри.

Ун кăмăлĕ çынăннипе пĕр пек,

Çак сăмахра пурах, кунçул йĕрри.

Çурхи çанталăк вăй илет куллен,

Чечек тавра, кур, çĕнĕ чечексем.

Вĕсем те халĕ çеçпĕл пек хитрен

Курăннинче – вăй кÿрекен илем.

Çав илемпе киленĕп эп паян,

Яш каччăлла каллех туйса хама,

Этемпеле чечек пĕр пулнăран

Вĕсем çинчен пуçлам сăмахăма...


Хумханать Хура тинĕс хаяррăн,

Кисретет çырана... Хумĕсем

Çулăм пек ялкăшса, вут-кăваррăн

Çĕкленеççĕ, çунатлăскерсем.

Çыранта - çамрăк çын. Йывăр хурлăх

Ун чунне тыткăнланă паян,

Халь ăна калама та çук тунсăх,

Çакă туйăм унра хăçантан?

Чирлĕскер, хăй çинчен шухăшлать-и?

Сывă пултăр кăна Шупашкар!

Кайăк евĕр унта вĕçме хатĕр,

Инçетре пурăнма çăмăл мар.

Выçлăхра Чăваш ен, тăван халăх,

Çăкăр çуккă, вилеççĕ çынсем.

Çеçпĕл, Çеçпĕл! Куратăн-и, халĕ

Макăраççĕ чăваш ачисем?

Хăйпе хăй калаçать вăл... Кăваррăн

Çунтарать-çке куççуль пит-куçне.

Çак сăна-и манмашкăн пултарăн?

Тинкеретĕп эп Çеçпĕл çине.

Хура тинĕс хĕрне çывхаратăп,

Çеçпĕл утнă, çÿренĕ кунта.


Шур хумсем тыткăнларĕçмана та,

Шур хумсем чĕрере, кăкăрта.

Иртнине куçумне кăларассăн

Хура тинĕс умра курăнать.

Чĕрере янăрать хурçă сасă,

Кăвар чунлă поэт калаçать...


ÇЕÇПĔЛ:

- Аннем, мана эс ан çилен,

Ыйтатăп каçару,

Ан макăр маншăн, эп вилсен,

Куççуллĕ макăру

Чунна хавшатĕ санăнне,

Пĕлетĕн аванах.

Аса ил ырă кунсене,

Вара çăмăлтарах

Хăвна эс туйăн малалла,

Ан макăр халь, аннем,

Вилсен те эпĕ – санпала,

Вилсессĕн те, пĕлсем.

Ман юрату санрах юлать,

Эс патăн вăй ăна,

Тухатăп юлашки çула,

Умра пĕр вăл кăна.

Ан макăр халĕ, кирлĕ мар,

Куççуль-тăшман, сисен.

Пулсам чунупала хастар,

Пул маншăн та куллен...

Эп хăрамастăп вилĕмрен,

Хăратăр вăл манран,

Кунтан, Украина çĕрĕнчен

Пуплетĕп санпалан.

Салам ярап тăван яла.

Шупашкара салам.

Кÿрше-арша салам кала,

Калаттăмччĕ те хам,

Пулмарĕ, каçарсам, анне,

Хăв ывăлна ăнлан:

Çитмесерĕх ÿкекене

Никам та чысламан.

Юратрăм пурнăçа чунтан,

Хама астăвассах

Эп утнă унпала пĕр тан,

Аннеçĕм, яланах.

Халь акă çывхарса килет

Сывпуллашу, çавах

Куççуль ан так, чĕре хистет,

Ыйтап тархасласах...


УКРАИНА ÇĂКИ


Çу кунне те пăхмасть, тулхăрса

Çил вĕрет, çутçанталăк куççуллĕ,

Ват çăка ÿкеслех хуçăлса,

Вĕçленет-ши паян ун кун-çулĕ?


Никама та вăл сăтăр туман,

Ырă кăмăллă чунĕ те унăн,

Мĕн синкерĕ çакланнă паян?

Шикленсе пăхкалать вăл ун-кунăн...


Макăрать, макăрать куççульпех,

Йывăçра та çын чунĕ пур тетĕп.

Пÿкле вилĕм пирки кунĕпех

Шухăшлать-çке çăка, ĕмĕтре те.


Ун пулман усал ĕçтăвасси,

Халь мĕн пулчĕ? Каçар ăна, Турă...

Сÿнчĕ каччăн янравлă сасси,

«Ку ĕçе эп хамах-çке халь турăм,» -

Калаçать шурса кайнă çăка,

Хăйне хăй вăл вăрçать хĕрхенмесĕр,

Чунăпе те халь юлчĕ сука,

Ах, мĕн-ма-ши, тĕнче, эс йĕркесĕр!


Ватă йывăçпуплет Çеçпĕлпе,

Вăл ăна ăнланма тăрăшасшăн.

Ирпе çеçкăн-кăвакчĕ тÿпе,

Ирпе çеç... Халĕ ватă çăкашăн.


Хуп-хуран курăнать çут тĕнче.

«Мĕншĕн вилтĕн-ши эсĕ, яш каччă?

Пурăнасчĕ сан халь çĕр çинче,

Çакă вилĕм пуçра та пулманччĕ,» -


Ват çăка ерипен калаçать,

Ват çăка макăрать кунĕпех.

Куççульне çил ачашшăн шăлать,

Макăрать хăй те йывăçпекех.


Тулхăрмасть тек, ăнланчĕ йăлтах,

Çăкана хĕрхенни курăнать ун.

Хĕрхенет Çеçпĕле те, анчах

Хĕрхенсе çамрăка пулăшаймăн.


Макăрать ват çăка, макăрать.

«Çеçпĕл вилĕмĕ килчĕ манран та» -

Çакăн пек вăл паян та шутлать,

Хăйĕнче айăп çуккă пулсан та...


ÇЕÇПĔЛ АМĂШĔ:


- Ах, тур, тур, ку тĕлĕк-ши, е чăн-ши?

Чăн пулсассăн, мĕн курса пĕтес?

Эх, ачам, ачам, кала-ха: мĕншĕн

Çакăнса вилме шутларăн эс?

Çăмăл пулĕ, терĕн-ши, вилсессĕн?

Çак хăрушă шухăшу – ăçтан?

Ывăлăм, пит инçетре-çке эсĕ,

Инçетре Украина чăвашран.

Пырăттăм вĕçсе пĕр тăхтамасăр,

Аннÿне итлеттĕн, чун сисет.

Эсĕ халь пĕччен, пĕччен, эс – мансăр!

Иртенпех чĕрем хыт ĕсĕклет.

Пулăшасчĕ, вилĕм парăнать, тен,

Тăрăттăм кĕрсе сирĕн хушша.

Эп пĕлетĕп, эс мана кĕтетĕн,

Пыраймастăп, ывăлăм Мишша...

Пыраймастăп, пулмĕ çăласси те,

Вилĕме сиреймĕп умăнтан.

Сан патна çитесчĕ!.. Питĕ, питĕ!..

Ах, мĕскершĕн çакăнма шутлан?

Кил киле, ăш сĕт сана ĕçтерĕп,

Сывлăш та кунта... Хăвах пĕлен:

Сиплĕ сывлăш, эс чире çĕнтерĕн,

Кил яла, кĕтетĕп чĕререн.

Кил яла, кунтах эс сывалатăн,

Кил яла, яланлăхах килсем.

Канлĕ туйăп ун чухне хама та,

Аннÿне, тархасшăн, итлесем...


ТĂШМАН:


- Паян вилетĕн эс, вилен,

Эпир вара юлатпăр,

Калаттăн тĕрĕслĕх çинчен

Вăл саншăн çук, куратпăр:

Санпа халь вилĕм калаçать,

Ĕçне пĕлет вăл лайăх:

Текех пăтратмăн пурнăçа,

Йăлт хăвăнта, пур айăп.

Вăлах сан пурнăçна илет,

Ытла та хыт янраттăн.

Халь манăн савăнас килет,

Хăпартланать хăватăм.

Чун савăк, ма тесен паян

Эс вилĕн, эп юлатăп.

Çитрех ман ĕмĕт, хăв туян,

Сан вилĕмне куратăп.

Ташлам-и чĕтретсе çĕре,

Манра-хăватлă сасă.

Каллех çунатлă чун-чĕре,

Тунсăхласа тăрас-и!

Эс пултăн çĕрти çÿп кăна,

Сан пеккисем нумайăн,

Хăвах тататăн пурнăçна,

Ятна та манса кайĕç...


Чăваш ен, 1922-мĕш çулхи Çеçпĕл вилнĕ кун


Хумханать вăрман,

Атăл хумханать,

Макăрать юман,

Шăпчăк макăрать

Уйăх çутатмасть,

Сÿннĕ паçăрах,

Тунсăхлă-çке каç,

Униче пушах.

Кранклатать çăхан

Яланхи пекех,

Чан сасси ян-ян!

Кунĕ-кунĕпех.

Макăрать чăваш

Касаккассинче:

Пулĕ-ши малаш

Çакă çĕр çинче?

Çăкăр çитменрен

Выçлăх алхасать,

Вилĕм каçсерен

Çĕр каçма юлать.

Çут куççуль, шыв мар

Атăлта паян,

Пит усал хыпар Украинăран...

Татăлсах йĕрет...

Халь Касаккасси,

Аякка вĕçет

Хурлăхлă сасси...


Украина, 1922 çулхи Çеçпĕл вилнĕ кун


Пăтăрмах та вăрçă-харçă!

Ыррине ан кĕт.

Пит-куçран хаваслăх тарчĕ,

Çакăн, чикĕн, пĕт!..

Самана ытла хăрушă,

Уракан урать,

Кăмăл хуçăк, чун та пушă.

Мĕн пулса тухать?

Мĕн кĕтет сана, Украина?

Пĕлме çук халех.

Кам тарасшăн пулнă – тарнă,

Тарманни – килтех...

Инçетрен чăваш, ав, килчĕ,

Сăвăç, çамрăкскер.

Шел, кĕтмен çĕртен хăй вилчĕ,

Вилчĕ, харсăрскер.

Йĕкĕте чунтан саватчĕç

Украинăра.,

Вăл çакна аван туятчĕ,

Çав-çавах чунра

Тем çитмен, темскер лăсканă

Çамрăка куллен,

Çавăнпах, тен, вăл шутланă

Вилесси çинчен.

Чунĕ ун кунта та çуннă

Чăвашри пекех,

Пулнă Çеçпĕл харсăр; юнлă

Шăпине пĕлсех.

...Макăрать Украина çĕрĕ,

Хурлăх - чĕринче.

Уншăн Çеçпĕл ĕмĕр чĕррĕн

Юлĕ асăнче...


ТĔЛĔКРЕ

Эп куртăм тĕлĕк: вилнĕ сăвăçсем

Ман умранах ушкăнпала иртеççĕ.

Ăçта ирех васкаççĕ-ши хăйсем?

Çаплах утсан, каçчен ăçта çитеççĕ?

Пур çамрăксем, пур ватăраххисем,

Палланисем, палламанни те пур,

Чуна пырса тивеççĕ сăввисем,

Кашни сăввах – шăнкăртатан шыв-шур.

Эп вĕсенче куратăп Нарспине,

Иванова хăйне чунтан тăнлатăп.

Ку тĕлĕк çеçпулсан та – вĕсене

Чĕп-чĕррĕн курнăн савăнса тăратăп.

Сăмах çинех утаçвĕсем пĕрле,

Епле хавассăн калаçаççĕ иккĕш,

Алка утса иртет Шавлипеле,

Ăна калать вăл: – Манпала халь килĕш.

Вĕсем çинчен пĕлеттĕм ачаран,

Сăввисене те каçăхсах вулаттăм,

Ухсай утать мăнаçлăн, аякран

Пултартăм эпĕ паллама ăна та.

Кунта та вăл пырать малти ретре,

Сасси хăватлăн янраса тăрать ун.

Яш каччă евĕр туйăнать. Хитре.

Вăл утнине курсан, ăна ăмсанăн.

Ентешĕм Ĕçхĕл Малкайпа пĕрле,

Çĕрпÿ тăрăхĕнче вĕсем çуралнă.

Кунта вĕреннĕ, çитĕннĕ, хĕлле

Туçи сăртне йĕлтĕрпеле васканă.

Иртет Евстафьев Сандровпа умран.

Уйри ыраш ани хĕвел пек сарă.

Урташ утать, вăл ватăлнă сăнран,

Апла пулсан та чунĕпе яш мар-и?

Шавли пек вăрăм пÿллĕ Воробьев

Умран иртет, ăна аван пĕлеттĕм.

Ялан калатчĕ: – Вĕренсе ăс пух.

Вăл аттемпе пĕрле вĕреннине те

Эп илтнĕ хăйĕнчен пĕрре çеçмар,

Çĕрпÿ кĕперĕ уншăн юрă пекчĕ,

Вирьял утать, Лукин, ав, юнашар,

Вĕсем хаваслă, кăмăллă çынсемччĕ.

Сăввисене вуланă эп чылай,

Тĕл пулнă сахал мар хăйсемпеле те.

Калас пулсассăн халĕ сăмах май,

Эп вĕсене вилнĕ темен пĕрре те...

Алентее те куртăм тĕлĕкре,

Уксахласа утать Василь Степаныч,

Вăл çырнă сăвăсем ман чĕрере,

Эп вĕсенче тупатăп чуншăн канăç. -

Мĕнле пурнатăн, Саша? – ыйтрĕ вăл,

Мана çапла чĕнетчĕ пурнăçра та.

Кулли ялан ун çепĕçчĕ, йăл-йăл...

Çак сăнарпах вăл тухрĕ паян кун та.

Татах умран иртеççĕ сăвăçсем,

Сăмах чĕнмеççĕ хăшĕсем, васкаççĕ.

Ара, вĕсен те пулĕçĕçĕсем,

Шел, хăшĕсем кунта та утаймаççĕ.

Борис Романов... Тĕлĕкри хăна.

Унпа пĕрле вунçиччĕри яш каччă

Василий Волгин... Эп ĕнер кăна

Сăввисене пит ăшшăн вуласаччĕ.

Тăваттăн тухрĕççул сине хуллен,

Аманнă кашниех, пĕри – Çитта.

Тепри Бараев, Сталинград çинчен

Вăл çырнă, кĕнĕ уншăнах вута.

Кĕçтук Кольцов, Карели фронтĕнчен,

Думилин та пырать, çак йышра.

Вĕсен сăмахĕ çапăçу çинчен,

Тавра кĕрлет, тÿпе те хуп-хура...

Мăштавăша васкать Уйăп Мишши,

Тен, унта мар, тен, урăх çĕрелле.

Çурхи тавралăх, çĕмĕртсен шăрши,

Тăри каллех васкать тÿпенелле.

Иртет Никифор Ваçанкка умран.

Андрей Петокки Шупуççыннипе...

Илье Тăхти. Килет-ши Тăвайран?

Утмалăх пур. Янкас та майĕпе

Иртсе çухалчĕ. Вăл утать аран,

Ав, тепĕр сăвăççулпала васкать.

Элкер утать пĕрле Чаккапалан,

Тен, сăвăçа халь таркăн вăй парать?..

Татах килет пĕр ушкăн шавласа,

Кусем камсем?.. Ăçта-ши пит васкаççĕ?

Эп тапранмасăр тăтăм шак! хытса...

Çеçпĕлпеле Митта умма тухаççĕ.

Юнашарах хаваслă Хусанкай,

Хăй калаçать, хăй калаçать пĕр вĕçĕм.

Ман çывăхрах-çке чарăнса, чылай

Пĕр-пĕринпе вĕсем калаçрĕçкĕçĕр.

Эп тăтăм тĕлĕнсе те савăнса:

Кăвар чĕреллĕ сăвăçман умра!

Сăмах чĕнесчĕ, пĕр сăмах пырса,

Анчах темскер чарса тăрать чунра.

Хавассăн калаçать Хусанкайпа,

Калаçмалли, сисетĕп, сахал мар.

Куратăп эп, вăл туслă Миттапа,

Пĕрлех вĕсен халь çăкăр та тăвар...

Шăпи те пĕр пекрех çак сăвăçсен,

Чăтăмлăхне пĕр Турă çеçпĕлет.

Ырри те пур, пур усалли тĕнчен,

Чĕнсе тăрать çынна таса инçет.

Çав инçете çитме ăнтăлнăран

Çунса кĕлленчĕ çулăмлă чĕре.

Виç утăмра тăратăп эп унран,

Çак курнăçу – яланлăх, ĕмĕре!

Чăнах та тĕрĕс «çулăмлă» тени,

«Кăвар чĕре» тени те вырăнлах.

Хитре тухать ун калаçни, кулни,

Кашни сăмахĕ – вырăнлă сăмах.

Эп Çеçпĕле тăнлатăп пикенсех,

Мĕн чухлĕ вăй çак пĕр çынрах паян!

Хастар чĕре хастарлă вĕçĕмех!

Çакна туйса тăратăп пит аван.

Шăпăртатса куççуль юхма пуçлать,

Вăрантăм ыйхăран, пÿртре шăпах...

Мана халь Çеçпĕл шухăшлаттарать:

Чăн-чăн этем вăл пулнă-мĕн, чăнах...


Утмăл çичĕ çултан:

Шупашкар, ешĕл сквер,

Ушкăнпах çăкасем.

Кашниех-чип-чипер,

Тăпăл-тăпăлскерсем.

Вут чĕреллĕ поэт

Вĕсемпе кăçалтан.

Çил ачашшăн вĕрет

Тухăçран, кăнтăртан.

Утмăл çичĕ çултан

Поэт çитрĕ, сывах.

Калаçать кăмăлтан,

Калаçать хыпăнсах.

Чĕрери шухăшне

Пĕлтересшĕн пире,

Тав тăвать çынсене

Ĕмĕр чĕрĕ чĕре.

Унăн çывăх сăнне

Сквер илет ытама,

Сăвăсен сĕвемне

Вăл пуçлать тăнлама.

Чăвашла калаçни

Ăшăтать ун чунне,

Чăваша тăнлани

Хăпартать кăмăлне.

Калаçаççĕ çынсем

Поэтпа чĕререн,

Сăвăсем, сăвăсем...

Çĕнĕ пурнăççинчен.


ПĔЛ ХАЛАЛĔ:


Камра тасалăх чунĕ,

Хастарлăх ĕмĕртен,

Камра тăванлăх юнĕ

Тапса тăрать куплен,

Кам чăнлăхшăн хĕрхенмĕ

Пĕрре те вăй-халне,

Кам пурнăçра çĕкленĕ

Ун хĕм пек ялавне,

Камра куллен хĕвеллĕн

Çут ĕмĕт ялкăшать,

Кам юрă пек илемлĕн

Пуласлăха курать,

Кам халĕ тăнă уншăн

Ĕçе хастар йышпа,

Камра яп-янкăр куншăн

Чĕри çунать вутпа -

СИРЕ МАЛТА КУРАСШĂН

ÇĔРШЫВ ЯЛАНЛĂХАХ,

ТУС-ТАНТĂШСЕМ, ТАРХАСШĂН,

ПĔРЛЕШĔР ПĔР ЙĂХА...


АВТОР:

Кашни таса чĕреллĕ чăвашра

Эп Çеçпĕле паян курса тăратăп:

Ĕçлет уйра, ĕçлет вăл стройкăра,

Сăввисене хапăлласах вулатăп.

Çак самантра та ун сăвви янрать,

Кăвар чĕреллĕ поэта тăнлатпăр,

Апла пулсан, вилмен вăл, пурăнать,

Унпа пĕрле ÇĔН КУН АКИ тăватпăр.

Çĕре выртаççĕ сарă пĕрчĕсем,

Шăтма пуçлать паркан телей калчийĕ:

Вăл – тин кун курнă Çеçпĕл çеçкисем,

Вăл – çĕн хула, завод, ача куллийĕ...

Вăл Çеçпĕл ĕмĕтленнĕ самана,

Ăна поэт чунтан хăй кĕтнĕ мар-и?

Телей тени кĕрешÿре кăна,

Унра – манми поэтăмăр сăнарĕ...

1989-1999, Шупашкар.

Ильин, А. Çеçпĕл халалĕ / А. Ильин // Ялав. – 1999. - № 11-12. – С. 45-54.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография