П. Хусанкай

ПОЭТ ТĂПРИ ÇИНЧЕ

Чăваш мухтавĕ выртакан
Юман юпаллă тĕмеске
Мана туртатчĕ аякран,
Анчах пулмарĕ çул кĕске...

Остер тавраш тирекĕсем
Тĕреннĕ янкăр пĕлĕте,
Тăшмансене хÿтернĕçем
Çитертĕм хамăн ĕмĕте.

Пăртак лăпланнă самантра
Эп кĕтĕм пушă пахчана.
Çерем ешереймен тăпра
Салхуллăн курăнчĕ мана...

Тăванăм! Атăл хĕрринчен,
Сана ялан савса тăран
Управлă халăх чĕринчен
Салам çитертĕм эп паян.

Каçар мана: вучах чĕртсе
Асăнаймастăп пылпала.
Пистолетран виç хут персе
Сывпуллашатăп санпала.

Мерттес Шевченко Амăшне!
Вăл кăкăр пачĕ Çеçпĕле.
Тупа: ун ирĕк канăçне
Эп сыхлăп, сыхлăп хĕçпеле!

1943

Хусанкай, П. Поэт тăпри Çинче // Хусанкай, П. Эпир пулнă, пур, пулатпăр / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1982. – С. 188-189.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография