Г. Ефимов

А. С. ПУШКИНПА ÇЕÇПĔЛ МИШШИНЕ АСĂННĂ МАЙ

ХăварПĕлмен пулсассăн вырăс чĕлхине
Вулайăттăм-ши аслă Пушкина?
Пăхмасăрах калатăп сăввине
Эп Çеçпĕлĕн сăввипеле танах.

Икĕ поэт сăввисемпе чĕре
Пĕр тасалса, пĕр ыррăн çĕкленет.
Вĕсемпеле саван тăван çĕре,
Туйса илетĕн ик чĕлхе вăйне.

Анне сĕчĕпеле кĕнĕ чĕлхе –
Кил-йышпала Чăн Юрату чĕлхи.
Вырăс сăмахĕ пирĕн пĕрлĕхе
Аркатма памĕ, пулĕ чун пахи.

Вырăс чĕлхи илсе килет ума
Шекспир та Данте, Твен çырнисене.
Май çук-çке чăвашла йăлт куçарма:
Эсхил, Сократ кĕрет Чăваш килне
.

Пире те пичетленĕ Мускавра,
Чăваш сăвви çÿрет халь тĕнчере.
Аталану, пĕлетĕп, – туслăхра,
Чĕлхемĕр çавăнпа кĕрекере.

Тăван çĕршывшăн! – кăшкăрнă
пĕрле,
Хÿтернĕ анăçа тăшмансене.
Тăнăçлăхра, сăна, туй-çуй кĕрлет:
Вырăс каччи илет чăваш хĕрне.

Парне паратпăр Пушкин çырнине,
Упратăр вăл çĕн мăшăр кун-çулне.
Кайран, паллах, ачи вĕсен пулать:
Вăл пĕлтĕр чăвашла та вырăсла.

Икĕ чĕлхе пĕлни – вăл икĕ ăс.
Кăшт ытларах пĕлни те начар мар.
Шăпамăр халалне нихçан ан пăс,
Халăхпа халăх уттăр юнашар.

Ĕмĕрсем иртнĕ май çывăхланса
Пире пыраççĕ гени çырнисем.
Хăварнă чунтан Çеçпĕл каласа:
«Чăвашăн пулĕç
Пушкинсем, Лермонтовсем...»

Çеçпĕл Мишши те çырнă вырăсла:
Тăван çĕртен инçе çÿренĕ чух
Никамшăн та ку çылăх пулас
çук, –
Малаш пирки çын вичкĕн
шухăшлать.

Мĕн-ма асилес мар Хусанкая?
Ик чĕлхепе çыратчĕ сăвăсем.
Чăвашлăха ялан кĕртсе вăя
Чăмăртанма хăварнă вăл чĕнсе.

Халăх чунне поэт пĕлет пулсан,
Вăл ĕмĕр-ĕмĕр чĕррĕн пурăнать.
Вăл Уйăх, Çăлтăр, Хĕвел витĕр
Йăлт курса
Хăй халăхне ялан чăнне калать.

Ефимов, Г. А. С. Пушкинпа Çеçпĕл Мишшине асăннă май / Г. Ефимов // Ялав. – 1999. - № 6. – С. 35.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография