Л. Сильвестров

ПОЭТ ÇУРЕНĔ ВЫРÃНТА

Ал тупанĕ çинчи пек тавралăх
Вуншар çурт куçĕпе тинкерет.
Сăрт çинче тăнăçемĕн, хаваслăх
Чунăма шерпет евĕр кĕрет.

Ман умра симĕс-симĕс çĕр пичĕ
Йăл кулать çут хĕвел тухнăран...
Пурнăçра ыр самант çитмĕл çиччĕ,
Анчах ку манăçаймĕ нихçан.

Тÿпепе Десна шывĕ пĕрлешнĕ,
Илĕртÿллĕ черешня çеçки...
Пит илемлĕ иккен Остер енĕ –
Тĕл пулманччĕ хальччен кун пекки.

Вăл мана тăванла саламларĕ,
Ыталарĕ Десна хумĕпе. ...
Куç умне тухать Çеçпĕл сăнарĕ
Халь манпа юнашар утнă пек.

Сильвестров, Л. Поэт çÿренĕ вырăнта / Л. Сильвестров // Тăван Атăл. – 1979. - № 11. – С. 21.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография