А. Юман

ÇЕÇПĔЛ МИШШИНЕ

Ай-хай, çул-йĕр уçмашкăн çăмăл мар, –
Çĕн Кун сăвви санран илет тымар.
Сахал-и тÿснĕ эс инкек-синкек,–
Хăшсем ура хума пикеннĕ тек...
«Мĕне вăл кирлĕ, тенĕ, ял чĕлхи!
Малашĕ çук ун, юлнă ĕнерхи».
Анчах та парăнман эс йăх-яха,
Эс шаннă çирĕп чунлă халăха.
Таса чĕлхепеле, чăн чăвашла
Эс çырнă вут-хĕлхем кăларасла.
Кĕтни халь çитрĕ, пирĕн вăхăтра,
Хĕрÿ сăвву пурнать ман халăхра.
Чăваш сăвви, пиччемĕр, чул касать.
Паян вăл чикĕсем урлах каçать.
Татать вăл тимĕре, ху калашле –,
Эпир туятпăр унăн малашне:
Шăтарчĕ сăвă çичĕ тÿпене,
Вулать çут çăлтăр эпĕр çырнине.

Юман, А. Ѕеѕпĕл Мишшине / А. Юман // Тăван Атăл. – 1979. – № 11. – С. 21.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография