К. Журба

ÇЕÇПĔЛ ПАТТÃР

Баллада

Ялан тĕрлĕ хуйхă
Поэт чунĕнче:
Ãçтан килтĕр ыйхă
Десна хĕрринче?

Таçта çапăçаççĕ,
Сÿнет çутă кун,
Епле-ха хальхаççăн
Юхать чĕрĕ юн?

Пĕлет: чăваш çĕрĕ
Ларать чечекре,
Кунти Остер хĕрĕ
Телейлĕ, хитре.

Анчах пур-ха выçлăх
Таçти çĕршывра,
Йĕрет, авă, тăлăх
Çиме çуккăран...

Ялан тĕрлĕ хуйхă
Поэт чунĕнче,
Ãçтан килтĕр ыйхă
Десна хĕрринче?

Тÿрех сиксе тăнă
Вăл вăрçă тухсан,
Аркатнă, тустарнă
Юта партизан.

Çурт лартнă, тыр вырнă
Тăван халăхпа,
Епле, тенĕ, выртăн
Халь канлĕ чунпа?

Ĕçпе çул хыватпăр
Телей тĕнчине,
Тухать Çеçпĕл паттăр
Çĕн Кун акине.

Юрий Семенов куçарнă.

Журба, К. Çеçпĕл паттăр… : баллада / К. Журба; Юрий Семенов куçарнă // Тăван Атăл. – 1979. - № 10. – С. 24-25


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография