А. Смолин

ÇЕÇПĔЛ

I
Курăр:
Сив пăра пăралать чечек-курăк,
Çавна çеç пĕл:
Ку вăл – çеçпĕл.
Ленчелнĕ черчен чечек мар –
Вут-кăвар.
Ун ăшши
Миçе ĕмĕр хушши
Çынсене
Ăшăтать.
Çавăнпа
Çур енне
Ир шăтать.

II
Çеçпĕле малтан таптаççĕ,
Çеçпĕле унтан татаççĕ,
Кайран çеç савса тытаççĕ
Çеçпĕле.

III
Чечек илемне илнĕ сăвăç,
Ăна пайăр ят панă çын,
Сана ĕмĕрех сума сăвĕç!
Хал пур-ха Çĕн Кун йыхравçин

Смолин, А. Çеçпĕл //Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе / А. Смолин. – Шупашкар, 1999. – С. 9.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография