А. Смолин

«ТĔРĔКСЕН ТУРРИ – ШУР КАШКÃР…»


Пушкин Василий Николаевича

Çăка çулçи çаврака, –
Мĕн каласа çырнă-ши?
Халăх юрринчен

Тĕрĕксен Турри – Шур Кашкăр –
Хăйне евĕрлĕ тĕнче.
Тирексем, паян ан кашлăр
Кашкăр сăрчĕ патĕнче.
Шăплăхра кăштах тăрар та
Шухăшлар-ха, чăвашсем:
Мĕншĕн çав тери тăварлă
Пирĕн шухă шăпасем?
Мĕншĕн çуннă ыр канашшăн
Çĕнĕ Пурнăç Хыпарçи?
Мĕн паян пире каласшăн
Çаврака çăка çулçи?
Мĕншĕн йывăр шухăшсемлĕ
Халь утатпăр
Çĕн Куна?
Çакăнса вилес тесен те
Тупас çук çав çăкана.
Темех мар, çăки çухалтăр,
Сăхлантармĕ вăл пире:
Хурçă шанчăкпа çуталтăр
Çеçпĕл ячĕ чĕрере!
Вăл çаплах чĕнет сатуррăн: –
Чăт, чăваш, пуçна ан ус!
Çаплипех ун сăнĕ хурлă –
Каснă-лартнă Иисус.
Ĕненÿ пулмасть сиенлĕ –
Ай кашлар-и юманла!
Çăкасем хăрса пĕтсен те
Кашкăр йăхĕ юлмалла!

Смолин, А. «Тĕрĕксен Турри – Шур Кашкăр...» // Смолин, А. Çÿретпĕр Çеçпĕл çулĕпе / А. Смолин. – Шупашкар, 1999. – С. 7.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография