Н. Теветкел

ÇЕÇПЄЛ

Хроникăллă поэма


Чĕлхе каскăчĕпе ăсталанă сăвăлла гравюрăсем

Çеçпĕл Мишшин кĕске ĕмĕрне тĕпчевлĕ куçпа пăхатăн та ирĕксĕрех 19-мĕш ĕмĕрте Франци поэтикине çĕнетнĕ гениллĕ поэтăн – Шарль Бодлерăн «Авель тата Каин» сăввине аса илетĕн.

Авель йăх-несĕлĕ! Вăхăт хушсассăн

тислĕк пулатăн хăвах.

Каин йăх-несĕлĕ кар! тапрансассăн

тупăн-ши вăрттăн улах!

Авель йăх-несĕлĕ! Сĕмсĕррĕн тăрăнĕ

Каин сăнни кăкăртан.

Каин йăх-несĕлĕ! Пÿлĕх те пăрăнĕ

хăв тамăкна тупнăран.

Ку йĕркесем – пурнăçчăнлăхĕ. Авельпе Каин - Библири персонажсем – Çеçпĕл чĕринче тăтăшах хуçаланнă пек туйăнать. Шухăшлатăн та ... çаплах-ши? – тесе ыйтатăп хамран хам. Юратнă Наçтукĕ патне çырнă çырăвĕсене, дневникĕсенчи йĕркесене е сăввисене вулатăп та аслă поэтăмăр час-часах Каинпа çапăçнине куратăп. Сăвапсăр Каина хăйĕн шухăш-кăмăлĕнчен тăтăшах хăваласа кăларма тăрăшать вăл. Çеçпĕле Каин сăнарĕ пĕрре те çырлахтармасть. Анчах Шарль Бодлер сăввинчи йĕркесем поэтăн сикчевлĕ пурнăçне уçса паракан чăнлăх пек тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсене эпĕ «Çеçпĕл» поэмăн эпиграфĕ теме те хатĕр. Каин ĕмĕтсĕрлĕхне сивлесе çапла çырнă аслă поэтăмăр:

Çĕршывăма тăван халăх

Хавасламасан,

Чун савнă чăваш чĕлхийĕ

Пĕтмелле пулсан –

Усал курăк та ан шăттăр

Ман тăпра çине:

Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр

Вил шăммăмсене, –

тет вăл «Эпĕ вилсен» сăввинче. Ырă ĕмĕт-шухăша пÿлекен усал вăя – Каина – поэт çутă кăмăллă йĕркесемпе хăвалать. Пурне те шухăшлаттаракан – пĕрне тарăхтаракан, теприне тиркеттерекен, виççĕмĕшне ăмсантаракан Çеçпĕл Мишши, - кашни чăвашшăн тăван, кашни эртелшĕн кирлĕ çын, – ĕçре те, кĕрекере те, пур чухне те! Çак шухăш 1962 çулта çырнă сонетра кĕвĕленчĕ. Ăна поэмăн умсăмахĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Сан çулăмлă сăвву чунра çиçет-и

е хурлăхлă сăвву аса килет –

ĕненнĕ эс тĕнче çÿлĕкĕнче те

тăван çырулăх пуласса, поэт!


Санпа е сăввупа пуплемесессĕн

çумра çуках пек çывăх тус-тăван.

Чăваш ятне мухтав кÿмешкĕн эсĕ

хăватлă вăйсене чĕнсе тăран.


Санра ăс-хакăл - çиçĕмĕ, ялтравĕ! –

Хĕрÿллĕ вăл хăв евĕр. Çеçпĕл пек.

Çуратнă çĕр, пĕр иленмесĕр савăн

ывăлусен çунатлă ĕçĕпе:

Çеçпĕлсемпе Андриянсен мухтавĕ

çĕклерĕ сан чысна тивĕçлипе!

1920 çул. Чÿк уйăхĕн 12-мĕш кунĕ. «Чунра та, ăс-хакăлра та савăнăçпа телей кĕввисем янăраççĕ, ÿт-пĕве çупăрлаççĕ, аслă çĕкленÿпе хавхалантараççĕ, кĕрешме, пурнăçтума йыхăраççĕ, юратнă хĕрарăм ăшшипе сиплеççĕ... Тĕнче уçлăхĕнчи трагедиллĕ пулăмсем çакнашкал мар-ши? Ан тив, çав мăнаçлă пулăмра ÿт-пÿ хуллен-хуллен вăйсăрланса, вĕттĕн-вĕттĕн пайланса пыни те сисĕнтĕр, çăмăллăн сăрăлтатса тăтăр вăл», - çапла шухăшлать Çеçпĕл Мишши пĕр çырăвĕнче.

Апла пулсан, кирек мĕнле аркатуллă саманан та çутă инçечĕ пур. Çав çутă пайăркаллă инçетрен – кирек хăçан та! кирек мĕнле пăлхавлă вăхатра та! –

ЙЫХРАВЛĂ ĔМĔР ЧАН ÇАПАТЪ

Этем ятне çÿле çĕклес тесессĕн

эс ан ăмсан тарпа тупман чапа.

Ман пурнăçăм - юнпа çуралнă пьеса,

Йыхравлă ĕмĕр чан çапать.


Çĕн эра маншăн пулчĕ тимĕр тылă,

эп куртăм халăх тÿснĕ асапа.

Ман çуклăхăм пулман нихçан та пыллă –

Йыхравлă ĕмĕр чан çапать.


Чăваш ачи типсе хăран калча пек

манран кĕтет пек çумăр.

Çăрапа

питĕрĕнсе сÿнет Çĕн Кунăн чапĕ -

йыхравлă ĕмĕр чан çапать.


Эй, малтисем!

Эсир пусатăр харăс,

Эсрел сире çулать пек çавапа.

Чăвашăн малашне юнпа пытарĕç-

Йыхравлă ĕмĕр чан çапать.


Ăçта пĕртанлăх?!

Кам çакна пĕлтерĕ?

Сĕм пурлăхра кăваклатан шапа

мана темскершĕн вĕçĕм йĕкĕлтерĕ:

йыхравлă ĕмĕр чан çапать!


Чăнах, чăнах çапать-ши шанчăк чанĕ?!

Вĕри чĕрем темме лекет таппа.

Чунри чăвашлăх пурпĕр калчаланĕ –

йыхравла ĕмĕр чан çапать!

Пуш уйăхĕн 23-мĕш кунĕ, 1921 çул.

«Анастасия Петровна... Эпĕ пăртак улшăнтăм пулас, анчах... ытлашшипех мар: малтанхи пекех айван, пушă ĕмĕтсемпе вăхăта сая яракан çын сăнарĕ çав тери палăрать манра... Мĕн тăвап ĕнтĕ? Теччĕри пек вĕресе тăракан шухăш-кăмăл хăвăрт сÿнсе ларчĕ...» – çапла çырать Çеçпĕл Мишши хăйĕн вырăс Наçтукĕ патне. Юратнă хĕрарăмĕпе вăл хăйĕн пĕтĕм шухăш-кăмăлĕпе, туйăм-сисĕмĕпе канашлать. Лешĕ çакна ăнланнă-и, çук-и - анчах Çеçпĕл Мишшишĕн урăхла интимлă объект пулма та пултарайман çавнашкал саманара.

Поэт хăйне хăрса-типсе ларнă пек туять. Чĕрĕлĕх шырать. Нуççă - илемлĕ хĕрарăм - поэтшăн курăнман инçет. Анчах вăл пур-çке! Çав тĕлĕнмелле çутă инçет – поэтăн таса чĕрипе хĕвелленсе çиçекенскер – чĕнет, илĕртет, тулаштарать. Пĕтĕм чун-чĕри илемне, ачашлăхне, лăпкăлăхне парĕччĕ вăл –

ЮРАТНĂ НУÇÇĂНА

Эп юхăмччĕ малтан. Кĕрле-кĕрле,

тĕпрентерсе шур чуллă çырсене

юхаттăм чарăнмасăр мал енне,

сăнна упраттăм ванчăк тĕкĕрле.

Мана ая тăвас текен чулсем

хăйсем путатчĕçтарăн авăра.

Сÿнтерчĕçкуçăмри хитре сăрра!

Хĕресленмерĕçсулнăклă çулсем.

Ман чĕрери асаплă кăшкăру

çухалчĕ урмăш саслă ахрăмла.

Çĕн Кун çухалчĕ пилсĕр арăмла,

каларăм шăппăн:

- Çулламан пару!..

Мĕне ĕненнĕ эпĕ?

Эй, тăмпуç!

Сан сăнару çеç– ванчăк тĕкĕрÿ:

«Çĕн Кун тĕпелĕнче ларан кĕрÿ

пулсамччĕ», – терĕ пек ман шурăмпуç.

(Çĕре пĕр пуслăх укçасем алран

ÿксе сас панăн култăм шăпамран.)


Кăшлатăп шăппăн юлашки чĕлле,

чулран та хытă вăл – шăла хуçать.

Шух çил хурах пек алăка уçать,

ларатăп эп анраллă чĕпĕлле.


Кăралăх ытлашши пулсан, этем

куçмасть-и шăмă тĕпретен тылла?

Эп тутанман эс упракан пыла,

чуна çавах санпа çеççĕнетем.


Чунра йĕрет пек хурлăхлă чăваш:

«Тен, эпĕ çĕрĕк çапата кантри?

Тен, эпĕ хăмат çĕлекен аптри

пулмарăм мар-ши?» - ыйтрăм эп йăваш.


Çак чăнлăха ăнланнăçем, кас-кас

ман çÿçĕм те тăрать пек вирелле.

Пăхатăп тĕмсĕлсе эп хирелле,

çил ачисем вăййа тухсан хавас.


Çĕн Кунăн ырханкка лаши валли

кив кĕççерен çĕленĕ хăмăта

çакса хума, тен, çапрăм пуль пăта?

Нумай, нумай сана каламалли...


Калатăп эп çакна çеç: сан куллун

чечекĕпе киленекен чура

пăрахнă кĕлтума çÿлти турра,

суранĕ çавăнпа юсанмĕ ун.


Пĕчченлĕхре эп тăлăх упалла

сана чĕнетĕп: ÿкĕте кĕрсем.

Иртеççĕ йывăррăн кунсем, çĕрсем,

пăхатăп тилмĕрсе пĕрмай мала.


Шыв хĕрринчи кÿпмер тункатаран

çатăрласа тытасчĕ те пĕрре.

тупасчĕ канлĕхе санпа пĕрле –

ăçтан çак шавлă юхăма чарам?


Сан сăнару путать чун авăрне –

сассу çĕтет çулсен инçетĕнче.

Хуралчĕ ерипен кăвак тĕнче –

текех эпир илтместпĕр пĕр-пĕрне.


(Пĕр пуслăх укçасем çĕре

ÿксе сас панăн ман шăпа кулать.

Ула тĕнче выçкашкăр пек улать –

никам та ыр сунмасть иксĕмĕре.)


Эп юхăмччĕ!

Çул инçетне сиссе.

тĕпрентерсе шур чунлă çырсене

юхаттăм чарăнмасăр мал енне

пин ванчăк пулнă тĕкĕрле çиçсе.


1959 çул... Ака уйăхĕ...

Эпĕ – художество училищин студенчĕ - сăрă арчине йăтса Карл Маркс урамĕнчи 1-мĕш çурт еннелле утса пыратăп. Мана хирĕçпулас чăваш писателĕ тата чăваш аваллăхĕ çинчен çав тери нумай хыпар-хăнар тăвакан çамрăк çыравçă утса пырать. Пĕр-пĕрне сывлăх сунтăмăр, тăван литература çинчен, унăн пуласлăхĕ çинчен калаçрăмăр. Сăмах Çеçпĕл Мишши çине те куçрĕ. Пирĕн умра Кайбулка шывĕ хĕрринче ларакан йывăççуртсем. Вĕсем хушшинче мунча пек пĕчĕк çурт хутланса ларатчĕ. «Пĕлетĕн-и, Николай, çак пĕчĕк çуртра кам пурăннине?» - тет мана пулас писатель. «Кам?» - ыйтрăм эпĕ. «Çеçпĕл Мишши!» – тет мана писатель. Алăка уçса пăхрăмăр. Чухăн та хĕсĕк пÿрт кăмăла хуçать, хурлантарса ярать. Çеçпĕл Мишши 1920 çулта, чÿк уйăхĕн 10-мĕш кунĕнче çырса хунă йĕркесене аса илер-ха: «Тăвăр хваттер ăпăр-тапăрпа тулса ларнă. Шăллăмпа хăнкăла сырса илнĕ хăмасем çинче выртса тăратпăр... Хăрушă!" Хăлхара Çеçпĕл Мишшин кĕске сăвви илтĕнсе каять.

Юлашки чĕл алăра, юлашки чĕл.

Апат та юлашки хуран.

Выçкуçлă ыранăн вил пичĕ

шур шăллăн пăхать, пăхать куçран.

Юлашки чĕл умра. Юлашки чĕл.

Каярахпа хам курнă-туйнă шухăш ÿкерчĕкне «Çеçпĕл» сăвăра кĕвĕлерĕм. Анчах кунашкал ят манăн шухăш-кăмăл ÿкерчĕкне ниепле те тивĕçтермен пек туйăнать. Унăн тĕрĕс ячĕ -

КИВĔ ПĔРЕНЕ ÇИНЧИ ГРАВЮРА

Хăмăр мрамор чула ерипен куçнă евĕр

вăл ларать куçилмесĕр пăхса инçете.

Куçĕнче – ырату. Чунĕнче - хум кĕрлевĕ!

Самана çăмхине вăхăт шăппăн сÿтет.


Вупăр карчăк килсе куçпăвать

хушшăн-хушшăн –

çаврăнать пĕчĕк пулĕм тÿлек ташăра.

Çăварне çĕтĕк атă та карнă хăрушшăн –

пÿлĕмре пĕчченех савăнса ахăрать.

Тăйлăк-тайлăк уксах пукана савнăççитнĕ –

çаврăнать хăлтăр-халтăр ларан сĕтелпе.

Чÿлмекри чечеке çеçтемле хуйхă витнĕ:

те курса калаçасшăн пĕрре хĕвелпе?


Çĕрлехи йăмăх çутă ултавлă та сарă –

кантăкран йăпшăнса пăхкалать те сÿнет.

Таçта сĕмсĕр шăна

пуçланă пек ари -

тупнă çăкăр тĕпренчĕкĕ...

Пурнăçÿлет.

Тăнлавсем хĕснĕрен куçсенче çурăлаççĕ

илĕртÿллĕ хитре мăкăньсем.

Чÿхенсе

йăмăх хĕрлĕ кĕпеллĕ хĕрсем пек утаççĕ

е тăраççĕ самант темĕнрен шикленсе.

Юлашки чĕл умра!

Выçă тусĕ килсессĕн

Пулĕ тăлăх Мишшан ун валли кучченеç.

Кĕпинче - саплăксем.

Мĕн вăл тум?

Çĕтĕлсессен

саплама та пулать - ÿт ан курăнтăр çеç.

Усăнать пуçхуллен,

çаврăнать пĕчĕк пулĕм –

çĕр тĕпне!!!

Çĕр пÿски те манпах çаврăнать.

Мĕн хăвачĕ ăна тытса чарĕ халь, пулĕ?

Çавине шăлйĕрен пуççинчех çавăрать.

Çавнашкал вăхăтра тепĕр чух илĕртетчĕç

инçетри улăхсем юмахри тĕнчепе.

Юрăпа янраса йыхăратчĕç, чĕнетчĕç

пин-пин сарă хĕвел пек caп-cap чечекпе.

Урасем - ик пукан.

Çĕкленме йывăр, йывăр...

Сĕмлĕх - чĕмсĕр упа – уткалать таврара.

Çывăр, туйăм кĕсли!

Лăпланман муза, çывăр!

Çавипе шăлйĕрен пурпĕрех çывхарать.

Сахал марччĕ туссем,

тăшмансем сахал марччĕ -

кĕвĕçÿ лĕккипе пăнтăхатчĕçвĕсем.

Чим, тăхта, шăм тăхлач!

Курайманлăх хăмсарчĕ:

юлччăр санăн валли алхасан тăшмансем!


...Çеçпĕл тытрĕ перо –

пÿлĕмре çиçрĕ çиçĕм!

Çĕтĕр, вилĕ сăнсем! Юлăр çĕр тĕпĕнче!

Алран ал çавтăнса

çĕр çине тухрĕçвиççĕн –

Çеçпĕл, пурнăç... тата

сенкер куçлă тĕнче!

15.IV-21. «Раштав вĕçĕнче, эпĕ Хусанта пулнă вăхăтра, Юстици пайĕ çунса кайнă. Пĕри эпĕ хам çук чухне унта ĕçлекене Юстици пайĕн çуртне тивертсе яма хушнă тесе кайса элекленĕ. Кĕскен каласан, унта мана ырă сунман çынсем, кашни самантрах тĕртсе ÿкерме хатĕрленсе тăракансем, сахал пулман... Мана, паллах, арестлерĕç... Халĕ суд пулать. Паллах, вăраха каять-ха вăл. Совет Раççейĕн бюрократи урапине вырăнтан часах хускатаймăн...» – çапла çырать Çеçпĕл Мишши хăйĕн юратнă Нуççи патне. Хăйне сăтăрçăсен шутне кĕртме хăтланакансенчен çав тери тĕлĕнсе-антраса ÿкнĕ поэт вĕсем майлă çаптарать: «Юстици çуртне çеçмар, Шупашкар хулине те çунтарса яма шут тытнăччĕ-ха», - тет вал. Юри каланă сăмаха та ĕненсе пăрахаççĕ. Çĕнĕ бюрократи тăмсайĕсемшĕн Çеçпĕлĕн таса чунĕ, мăнаçлăхĕ пĕрре те çырлахтаракан паллă пулман. Çеçпĕле хупса лартаççĕ. Вĕсемшĕн пулсан поэт сăвви-юрри те касмăкри е –

ТЫТКĂНРИ ЮРĂ

Пуççинче сулланать

мăшкăлти саламат –

ман тăвасчĕ унран çĕр-çĕр татăк.

Эп таратăп çарран

çĕр çинчи нушаран,

кÿп! ÿкетĕп çĕре – татăлса макăратăп.


Çирĕп пÿллĕ арсем –

япшарсем, хантарсем

сухапуçĕ тытса авăнмасăр –

йăлт чикесшĕн хĕве –

пăсрĕçчаплă кĕвве

хырăм маршĕпеле вăтанмасăр.


Эпĕ - çамрăк хунав,

илтрĕм тĕрлĕ юнав:

хăрăн, типĕн пĕрех!

Ман пыра тимĕр çекĕл

тăрăнса лариччен

явăнать пуççинче

тăшмансен сĕлекеллĕ элекĕ.


Çав элек хуп-хура

çунатне çеçсарать

вилесен шăршипе киленÿллĕн.

Çав элекĕн хуçи

маншăн тамăк уççи

хатĕрлет шуйттанпа килĕшÿллĕн.


Эй, Малашлăх сасси –

ĕмĕтпе пуласси –

хĕвелу пĕлĕтленчĕ – мĕн пулĕ?

Вĕркекен шухăшра

е вут хыпнă ăшра

пăчăртанчĕ асапăн куççулĕ.


Ир шанан Çеçпĕле

тимĕр çекĕлпеле

çаклатса тăпăлтарчĕççухравлăн.

Эй, сăран перчетке!

Ман умри решетке

упрĕ ман асапа та: «Ан савăн!»


Эп ăса çухатман!

Хĕрлĕ тимĕр çатман

çĕкленен хĕвелре

ман Пуласлăх юнавĕ.

Тĕркешÿллĕ тĕнче

ман чĕре тĕпĕнче –

ир кĕлленнĕ чечек,

хăрнă шанчăк хунавĕ.

1959 çулта, кĕркунне, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 60 çул тултарнине Чăваш патшалăхĕн Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче паллă турĕç. Хисеплĕ хăнасен тĕпелĕнче Çеçпĕл амăшĕ, Гури шăллĕ ларатчĕç. Аякран килнĕ хăнасем, чăваш çыравçисем, ăсчахĕсем сăмах тухса каларĕç. Петĕр Хусанкай та сăмах илчĕ. Мăнаçлăн каласа пачĕ вăл «Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши» сăввине. Çакнашкал аудиторире пĕрремĕш хут пулма лекрĕ. Пăлхантăм, хавхалантăм, çунатлантăм. Эпĕ - 22 çулхи çамрăк – «Çеçпĕл Атăлпа сывпуллашать» сăвва тухса каларăм. Ку сăвă аслă поэтăн суранлă шăпине тĕрлĕ енчен сăнласа паракан хайлавсенчен пĕри. Поэт чăваш ачин малашлăхне шанса çурхи йăмра туратĕнчен çакланса ларнă хĕвеле пиçсе çитнĕ панулми пек татса илесшĕн. Юратнă Нуççи патне вăл акă мĕнле çырать: «Эпĕ - ĕмĕт-шухăш çынни, идеалист тата... çав тери айван тăрпалттай. Çынсен чун-чĕринче тÿпе симфониллĕ тĕнче шыратăп, кĕвĕллĕ килĕшÿ тупасшăн çунатăп. Кунашкал кĕвĕллĕ ачашлăхпа ĕмĕтленсе пурăнакансем нумай пурăнаймаççĕ». Тепĕр çырăвĕнче çапла хыпарлать поэт: «Эпĕ Крыма, курорта кайма хатĕрленетĕп. Шупашкартан тÿрех тухса тарасшăнччĕ. Çапах та – ирĕк пачĕç тесе вăрттăн тухса каймастăп. Çакнашкал лару-тăрура – чун çĕкленĕвне пытарса – ĕмĕрлĕхех! –

ÇЕÇПĔЛ МИШШИ АТĂЛПА СЫВПУЛЛАШАТЬ

Сарăлать шурăмпуç, тĕттĕм çĕр сирĕлет;

сĕм вăрман тăрринче йăлкăшать хĕрлĕ пурçăн,

пуçтайса Атăлпа сывпуллашрĕ поэт –

куçĕсем йăлкăшаççĕ сив хурçăн.


Анлă Атăл паян ма хаяррăн çиçет?

Йышлă-йышлă хура пĕлĕтсем тухнăран-им?

Ăсату юррине сивĕ çил кĕвĕлет:

«Ĕннĕ чун тăвăлра та хăрамĕ!"


Каш! кашлать сĕм вăрман:

ку – çĕршывăм-анне

ывăлне çул пиллерĕ пуль.

Хурлăх явапсăр.

Каяс çул пек ÿкет кун çути шыв çине:

мĕн курни – чун ăшшисĕр, сăвапсăр.


Тăвăла йыхăрса чупакан чăрсăр çил

çĕн поэт шинельне çуркалать татăк-татăк.

Каш! кашлать сĕм вăрман:

«Тăвăл, тăвăл, ан кил!

Тăвăлра эп ялан çаралатăп...


Эх, мана кирлĕ мар инкекле тăвăлсем –

йывăçсем тăпăлса урлă-пирлĕ ÿкеççĕ.

Çÿп-çаппа пăтранан вараланчăк çăлсем

ăшăхланчĕçхĕвеллĕ тÿпесĕр...»


...Тулашан хумсене хыпса илчĕ пушар,

ейÿ кайнă шывсем Атăла юхрĕçшавлăн.

Те çыранĕсене тăвăл кÿнĕ типшар –

Атăл хумĕ хура та юнавлă.


Те çĕн кун çутине хупласа килекен

пĕлĕтсен каррине вăл хаяррăн юнарĕ?

Ун хумне ăмсанса Çеçпĕл пăхрĕ темччен:

çак хумпа поэт чунĕ пĕр мар-и?


Пăлханать çĕн поэт:

ик хура куçхарши

пĕлĕтре явăнан шиксĕр кăйкăр çуначĕ,

Пăлхануллă самант! Ырханланнă çĕршыв

пур чăваш кăмăлне ăна пачĕ.


Эй, çуралнă çĕршыв! Сан янра юрруна

сăнсăр вилĕм ыйхи, çук, татаймĕ, тăванăм.

Ыталатăп сана!

Юрататăп сана!

Сан кашни чечекне чуптăвам-и?


Инçетре, инçетре Хура тинĕс шавлать.

Çеçпĕл çулĕ – унта.

Тинĕс, уншăн пул çывăх!

Ашкăнан чирĕнчен Çеçпĕл сиввĕн кулать:

«Масарта чаплă юрă эп хывăп».


Хура тинĕс! Чăваш поэтне эс пĕлсем:

Çухалан çынлăха тăвăлра вăл тупасшăн!

Ма васкаççĕ – кала! – ир шанан çеçпĕлсем

ăшă çу килессе хыпарласшăн.


Çук, пулмасть сас-хурав.

Çу килет тĕрлĕрен:

пăрлă çумăрпала улшăнать шăрăх кунĕ.

Çĕр пилне çухатса тилмĕрет тÿперен

çăкарне те тÿпесĕр çĕр чунĕ.


Самана хупахне юнпала ал пусса

кĕрекен халăхсен тĕлĕнтермĕш малашĕ

ыр хавалсăр çĕтет. Çын ăш-чикĕ усал –

шуйттанпа вăл пуçланă шух ташă.


Курнăçуллă сăнпа çеçтирет тепĕр чух

вăл умне шаннă çеçпĕл сăпайлăн.

Ахăрса, ихĕрсе хăй ташлать ух! та ух!

чечекне таптаса сикнĕ майăн...


«Марсельеза» юррипе баррикада умне тăнă Жан-Мари – ытарлă сăнар. Урăхла каласан - ирĕклĕх символĕ «Марсельеза» халĕ те Франци патшалăхĕн гимнĕ пулса тăрать. 1917 çулта, юпа уйăхĕн тăвăллă кунĕсенче, мĕн чухлĕ Нарспи Жан-Мари пулса тăнă пуль? Вĕреннĕ хĕрсем пулнă вĕсем. Пуян çемьерен тухнă. Революци ĕçне хутшăннă. «Жан-Марие куçать Нарспи – наганлă комиссар», – тесе кĕвĕлерĕм эпĕ «Крым çулĕ çинче» ятлă çаврăма. «Хаклă Нуççă тусăм... Ыран Крыма пуçтарăнатăп... Ыранах тухса каятăп акă... Çĕлетĕп, çыхатăп, пуçтаратăп, – тем те пĕр, - шуйттан та пĕлсе çитереймĕ. Чăматан та çук, карçинкка та. Сывă пултăр гез!

Сывă пултăр çапкаланчăк! Манăн кăкăрта çапкаланчăк чĕри тапать!» Çапла тăрăхласа çырнă хайĕн Нуççи патне Çеçпĕл 1921 çулхине çу уйăхĕн 10-мĕш кунĕнче. Çеçпĕл Мишши пысăк тавракурăмлă нумай вуланă çын пулнă. Шарль де Костер хайланă Тиль Уленшпигель сăнарне ахальтен мар аса илет вăл. Сывă пултăр çарапакка! Ăмсанчăк кÿпшексен элекне пула айăпсăртан айăпланнă, анчах çын хисепне пĕрре те çухатман поэтăн эпĕ сăнарласа панă шухăшлав пулнах ĕнтĕ –

КРЫМ ÇУЛĔ ÇИНЧЕ

Эп çитеймерĕм, тăвансем, хам палăртнă

чикке –

хура куçне шăлса йĕрет ман Муза-Сарпике.


Ах, ма йĕрет-ши Сарпике? Таса куççулĕнче

хура тĕнче ĕмĕлкине сăнатăп çул çинче.


Ман Çилçунатăн пĕккине шарт! хуçрĕ

çурмаран

хаяр та шелсĕр аслати – утатăп эп аран.


Тĕнче кисревĕ тăнлава ыраттарать кас-кас:

ăçта утам-ши? Калăр-ха-хăш тĕнчене васкас?


Ман шухăша, тăм çамкасем, эсир пĕлетĕр-и?

Çÿретĕп виççĕмĕш Римра – çĕтет ура йĕрри.


Раççей вăл! Хĕрлĕ юхăмпа хускатрĕ

тĕнчене –

тăхлан салтак пек çÿреме вĕрентрĕ çынсене.


Çил-тăвăл ÿхĕрсе тухсан тапранчĕçчурасем –

сăвай çапаççĕ пек çĕре пукан пек урисем.


Тÿпен кăвак шăналăкне чăр-чар! çурса, çÿле

вĕçеççĕ вутлă сăнăсем ăса пÿле-пÿле.


Вут вылявне чарайманран çын ернĕ ухмаха:

турри кĕрет-ши ун хутне?!


Ку шанчăк та сахал.

Эй, Тинĕс!

Ĕçтерсем куçа

кăвак çеçке тĕсне –

ăçта пытарнă эс «хура» сăмах пĕлтерĕшне?


Тÿпен кăвак шăналăкне чăр-чар! çурса, çÿле

вĕçеççĕ вутлă сăнăсем ăса пÿле-пÿле.


Вут вылявне чарайманран çын ернĕ ухмаха:

турри кĕрет-ши ун хутне?!

Ку шанчăк та сахал.


Эй, Тинĕс!

Ĕçтерсем куçа

кăвак çеçке тĕсне –

ăçта пытарнă эс «хура» сăмах пĕлтерĕшне?


Çук, нимĕн те ан чĕн мана...

Пытанчăк самана

халь куçнă çирĕп арçынран çухравлă амана.


Чăваш çĕршывĕ Франци мар.

Инкек йĕрет шари!

Çĕн «Марсельеза» кĕввипе çĕкленчĕ

Жан-Мари.


Жан-Марие куçать Нарспи-наганлă комиссар,

ун чĕлхинче – ют сăмахсем.

Чăваш француз-и? Map!


Вăл «революци» сăмаха хаяр саспа калать.

Ял-йыш наганлă cap хĕре куçран пăхма хăрать.


«Сехре хăпартмăш хĕр» тесе, ун ашшĕ - Михетер

тарса çухалчĕ юс пекех, пытанчĕ кĕлете.


«Нарспи» поэмăн çаврăмне çĕн пурнăçтÿрлетет:

вăлах ун тепĕр сюжетне вăр-вар çеçйĕркелет.


Нарспи те ахăр самана ялавĕ айĕнче

тÿрлетрĕ хăй кĕлеткине - ун урăхла тĕнче.


Сăран пиншаклă Нарспие кураççĕ окопра –

ÿлет йĕтре, ÿкет салтак – вăр! ывтăнать тăпра.


«Тĕнче усалĕ çитрĕ пуль?» - тесе аран-аран

сухапуçне тытса утать анранă Тăхтаман.


Нарспи пĕлмест ăна-кăна: вăл –

Хĕрлĕ Çap çынни:

«Йăлтах тĕп пултăр, - тет, – кивви!

Сыв пултăр, – тет, – çĕнни!»


Тăхтамана та Сетнере тыттарчĕ вăл пăшал:

«Республика –хăрушлăхра! Эй, эсĕ - пушă ал! –


çил арманле хăлаçланса ан лăпăстат пĕрмай -

тăр Хĕрлĕ Çap ретне часрах!

Таçта çĕтсе ан кай! –


тесе хĕрÿ сăмах калать наганлă комиссар –

çапла ÿсет, рет-рет утать çĕр тăрăх Хĕрлĕ Çар.


Нарспи – наганлă комиссар. Сетнерсене «ать-два»

тесе уттарнă май час-час куçпăвĕ начдива.


Каçар эс, Кĕçтенттин! Сана «кĕсье кĕнекинче»

пĕрре те эпĕ асăнман – ман урăхла тĕнче.


Чăвашăн Моцарчĕ пулса çырулăхра эс юл –

утам эп Вагнер кĕввипе. Умра – сикчевлĕ çул.


Эп «Нарспие» вула-вула юхтармăп йÿçкуççуль.

Юратрăм вырăс Наçтукне –

ман урăхла кун-çул.


Эп – Çеçпĕл!

Эп те санашкал шанса çухалăп час –

чăваш хуйхи-суйхи кăна хăварĕ тăлăх сас.


Çĕн Кун аки! Ăçта-ши эс?

Çĕршывăн каçĕсем

калчаланмасăр выртнине шăла çыртса тÿсем.


Эп тухрăм пăнтăх шурлăхсен кăвакăш тĕтринчен -

утса килет пек çĕн Дорэ ăршаллă инçетрен.


Илемлĕ шухăш чечекне татма чĕне-чĕне

сăнлать вăл çĕнĕ каинсен чечексĕр тĕнчине.


Турра та пÿлĕхе манса кашни чура мăнна

хапсăннăран пире кайран çак ахăр самана


лăскамĕ-ши, лач! сурмĕ-ши? Кам упрĕ çынлăха?

Пултарупа та ăс-халпа кам çăлĕ ку йăха?


Эп çитеймерĕм, тăвансем, чун палăртнă чикке –

хура куçне шăлса йĕрет ман Муза-Сарпике.


Эп çитеймерĕм, тăвансем, чун палăртнă чикке.

"Канаш " хаçат редакторĕ патне янă çыруран

(Киев, 1921-1922 çулсем)


«Çĕршывăм вилсе выртать. Эпĕ вара Украина çĕрĕнче çухалса-çапкаланса çÿретĕп. Кунĕн-çĕрĕн хамăн тăван ен çинчен шухăшласа-супса асăрхатăп: çĕр çинчен пачах сатăрса ывăтман-ши, çак выçлăх çулĕсем манăн тăван çĕр-шыва пуçĕпех тĕп туман-ши? Эпир - тăван çĕршыв ачисем – ĕмĕрлĕхех тĕнче тăрăх çапкаланса çÿрекенсем пулса юлăпăр-ши? Тăван çĕршыв пачах пулман пек - тăлăх-турат пулса юлмăпăр-ши? Тарас Шевченко çĕршывĕ, тем тесен те, Çеçпĕл Мишшишĕн амаçури амăш пулнă ĕнтĕ. Хура сăн-питлĕ чăваш поэтне тутар çынни çине пăхнă пекки те пулкаланă. Хура тинĕс хĕрринче паллашса-туслашса кайнă Хĕветĕр Пакрышень тăван поэта ăнланма пултарнă-ха. Хăй те сăвăсем çырнă вăл. Анчах пĕчченлĕх тунсăхĕпе нишленсе-хавшаса кайнă Çеçпĕл – выçлăхпа тасамарлăх асапне шăлне çыртса тÿсекенскер – юлашкинчен чăтăмлăх çитереймест: «Пĕр çутă кун та курмасть малта. Эсĕ, Хĕветĕр, манса ан кай мана», - тесе çырать вăл Пакрышень патне. Ку вăл –

РЕКВИЕМ

Ман урмăш ĕмĕр ахрăмне турри çеçитлĕ,

тимлĕ,

ун ырлăхне чылай чухне ыйтман эс кĕлĕпе.

Сума суман çул çÿренле, çырлахнă чĕлĕпех,

çапах суранлă чĕрене таса ăс-хакăл имлĕ.


Телей çинчен сÿпĕлтетен айван сăвăçсенчен

эп тепĕр чух пит йĕрĕнсе

пăхса иртеттĕм сÿрĕк.

Тен, çавăнпа ман йĕркесем çуралчĕçпитĕ

йÿрĕк?

Мана шăпа-тăхлач пĕрмай юнатчĕ пур енчен.


Эп каçсерен чĕркуçленсе – çук! –

каламан çав кĕлĕ:

турри çакна ман урасен йĕрне курсан та пĕлĕ,

ман ăраскалăн тĕпелне сĕм шăплăх хураллать.

Сĕм пĕлĕтлĕ çулсем хăш чух уяр çанталăкпа та

сиплетчĕçман ăш-чикĕме: –

Ан пул имшер те ватă,

хĕвел манманшăн çеçсана асаплă çĕр паллать.


Самана трагедийĕ тĕрлĕ çынсен тĕрлĕ трагедийĕсене хăварать. Çеçпĕл Мишшин сикчевлĕ пурнăçĕ те вĕсен шутне кĕрет. Килпетсĕр сăмах-юмаха ăша илекен вĕри чĕреллĕ поэт - шала кайнă ÿт-пÿ чирĕпе хавшаса çитнĕскер -ĕмĕт-шухăшне сиплекен шанчăк çутине шырать. Çук, тупаймасть!

Чĕп-чĕрĕ юнлă – мĕн вăл аллăмри?

Çуркалап, мамăклап, какайлатăп,

юн тымарĕсене татăклатăп.

Ман вăл – Çеçпĕл Мишшин – юн чĕри.

Ку йĕркесене вуласан – ирĕксĕрех Çеçпĕл Мишши чăваш çырулăхĕнче пĕрремĕш авангардист пулнине туйса илме пулать. Вĕсене поэт юнпа, чунпа тата сикчевлĕ кунпа çапăçса кĕвĕленĕ. Юлашки сăмах, юлашки аккорд, юлашки çеккунтсем... Çеçпĕл çут тĕнчепе сывпуллашать. Унăн юлашки монологĕ – тем тесен те - çакнашкал йĕркесемпе янраса-çуталса илнĕн туйăнать.

Сÿнчĕ ĕмĕр.

Макăр, муза,

уйрăлатпăр санпала.

Хĕвеле, юратнă тусăм,

мансăрах эс саламла.


Сÿнчĕ ĕмĕр.

Пурăн, муза!

Ыталам юлашки хут.

Мансăрах, юратнă тусăм,

хĕвелпе çĕр тăрăх ут! –

вилĕмсĕрлĕх яланах пурнăçа чĕнет. Пирĕн Çеçпĕл те – самана поэчĕ. Вăл çамрăклăхпа, çурхи кăмăлпа хавхаланнă. Çеçпĕл – çурхи чечек.


Теветкел, Н. ÇеÇпĕл : хроникăллă поэма / Н. Теветкел // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 1. – С. 29-36.

Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография