С. Репьях

ÇЕÇПĔЛ

Десна хĕрри.
Кашлаççĕ хăмăшсем...
Ларать, ав, Кашкăр Сăрчĕ ним чĕнмесĕр.
Тăрать Мишши.
Салхуллă шухăшсем
Касаççĕ чĕрене... Вăл тĕмсĕлсе
Пăхать Чăваш енне – куçне илмесĕр.

Унта вилеççĕ выçăпа çынсем...
Вĕсен шăпи – шур хĕреспе шăпаллă.
Чăваш çĕрне ярасшăн йăлт ĕнтсе
Хăр типĕ çил çÿрет вĕриленсе, –
Асап тÿсет юратнă тăван халăх.

«Ах, ентешсем, эп çеç-и халь кунта
Чунтан çунатăп сирĕншĕн пĕр вĕçĕм!
Полесьери хресчен те кăмăлтан
Хăй çăкăрне сĕнет... Часрах унтан
Тасалтăр вилĕм, тет вăл, пĕттĕр ĕçĕ!»

Инçе-инçе вĕçеççĕ вĕршĕнсем...
Чăваш ялне вĕсем çитсе калинччĕç:
«Выçăпала анранă чух çьнсем
Поэт лараймĕ хăй апат çисе, –
Çак чăнлăхран никам ан пăрăнинччĕ!

Эп патăм йăлт кĕрешĕве, тăван:
Ãса та,
Вăй-хала та,
Пурнăçа та...
Куна тăшман ăнланмĕ нихăçан!»

...Тăрать Мишши.
Вăл – хурăç шанчăкран.
Вăл пирĕнпе утать халь çавăнпа та.

Александр Галкин куçарнă

Репьях, С. Çеçпĕл / С. Репьях // Тăван Атăл. – 1979. – № 10. – С. 23


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография