Ю. Михеев

ТĔП ВИÇЕ

Çĕн чăваш çулне такăрлас ĕçре
Сăвăçсен чĕри – пин-пин çын чĕри!
Сăмах анинчи аслă тивĕçре
Поэтсен юрри – пиншер çын юрри!

Тăвăл витĕрех анлă çул хывма
Туйăмпа ăс-хакăл тупрĕç чĕрĕлÿ
Кăйкăр кайăк пек вирхĕнсе тухма
Талпăнатьçĕн хал, талпăнать хирлÿн.

Чунĕпе сисет, ăс-тăнпа сисет,
Чăн поэт-ăсчах Çеçпĕл ят хурсан...
Чăвашах çаври çĕнелсе килет,
Чун-чĕре виçи тĕп виçе пулсан.

Харăс сас парсан таса çын вутра, –
Чăнлăх-тĕрĕслĕх юхăмне лексен,
Тăван ен асра, савăк мар ютра, –
Ах, хевтем хÿхлет, хурав çук килтен.

Хĕвелле çиçсе Çĕнĕ Кун çитсен,
Çĕннипе кивви улшăнни асра...
Çиçĕмле сăмах инçетрен вĕçсен,
Ĕç ачи итлет тÿпери юрра.

Çеçпĕл ячĕ те, унăн сумĕ те,
Ĕмĕр-ĕмĕрех – хĕрлĕ шурăмпуç.
Çÿлти Çăлтăр вăл – вутланан чечек.
Ун сăвви-юрри – иксĕлми çăл куç.

Михеев, Ю. Тĕп виçе / Ю. Михеев // Ялав. – 1999. - № 11-12. – С. 89.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография