А. Смолин

ÇЕÇПĔЛ ПУРĂННĂ ПУЛСАН...

Виталий Станьяла

Çеçпĕл пурăннă пулсан
Çăмăл килмĕччĕ кун-çулĕ –
Пăрахатчĕç, тен, пăвса,
Çĕпĕрте çĕретчĕ пулĕ?
Çеçпĕл пурăннă пулсан
Çуттăн çиçмĕччĕ тивлечĕ:
Е пулатчĕ кĕл-тусан,
Е концлагерьте пĕтетчĕ.
Çеçпĕл пурăннă пулсан
(Ун чухне çапла йĕркеччĕ)
Шак хуратчĕ Шăхасан –
Вăл ухмах çуртне лекетчĕ.
Çеçпĕл пурăннă пулсан,
Халăх влаçĕ те çаплаччĕ –
Чăваша сума суса
Чăвашла пупле пуçлатчĕ.
Çеçпĕл пурăннă пулсан –
Ун сăмахĕ халь кăраччĕ:
Тăван халăх юлмасран
Çав тери Поэт хăратчĕ.
Çеçпĕл пурăннă пулсан
Чăваша çавах килетчĕ.
Йыхăрнах ăна ялан
Юрату кĕтесĕ – Теччĕ.
Çак Чăваш çĕрне курсан
Чунĕ ун кÿтсе килетчĕ:
Çеçпĕл пурăннă пулсан
Пурпĕр çакăнса вилетчĕ.
Çеçпĕл пурăннă пулсан...

Смолин, А. Ѕеѕпĕл пурăннă пулсан… //Смолин, А. Ѕÿретпĕр Ѕеѕпĕл ѕулĕпе / А. Смолин. – Шупашкар, 1999. – С. 6.

Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография