А. Свистельник

«ПУРĂНĂÇ ХАВАСЛĂ ЧУХНЕ МАР…»

Пурăнăç хаваслă чухне мар
Пурăнăç хаваслă чухне мар
Аса ил, юлташăм, эс мана.
Чĕрÿнти вут-хĕм те шĕл-кăвар
Тытăнсан сÿнме кĕрешÿре,
Аса ил мана эс, эп сана
Кирлĕ пулăп ун чухне сĕре.

Март уйăхĕ, 1922 ç.
Украинларан А. Галкин куçарнă.

Икĕ сăвă шăпи. Украинăра пурăннă вăхăтра Çеçпĕл Мишши чылай çынсемпе туслă çыхăну тытнă. Вĕсенчен пĕри Александр Григорьевич Свистельник пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне хисепленĕ, сăвăсем парнеленĕ. Александр Григорьевич, Наталья Рубиса каласа панă тăрăх, Çеçпĕл ăна 5-6 сăвă тата хăй ÿкернĕ Ленин портречĕсене парнеленĕ пулать. Анчах вăрçă вăхăтĕнче вĕсем пĕтĕмпех пĕтнĕ.

Çапах та Свистельник асĕнче Çеçпĕлĕн «Тĕлĕк» текен сăвви юлнă-юлнах. Ãна вăл Наталья Рубиса 1962 çулта каласа панă. Рубис çак сăвă Çеçпĕл ăна хăй вăхăтĕнче парнеленĕ сăвăсен тетрадĕнче те пулнине çирĕплетет. Иккĕмĕш сăввине Свистельник хăй çырнă пулнă, ăна Çеçпĕл Мишшине парнеленĕ. Ку сăвва та Свистельникрен Наталья Рубис çырса илнĕ // Икĕ сăвă шăпи // Тăван Атăл. – 1979. - № 11. – С. 20.

Свистельник, А. «Пурăнăç хаваслă чухне мар…» / А. Свистельник // Тăван Атăл. – 1979. – № 11. – С. 20.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография