В. Соловьев

«ПОЭЗИ ПĔЛТЕРЕТ ÇУТ ТĔНЧЕНЕ…»

Çеçпĕл Мишшине

Поэзи пĕлтерет çут тĕнчене
Çĕр çул, пин çул хăй чĕрĕ иккенне.
Ăна пула хăш-хăш пуçсем минреççĕ.
Асамлă сăмаха шыранăçем
Çыхаççĕ чĕнтĕр-сăвă поэтсем,
Ăсчах пек е пророк пек вĕрентеççĕ.
Йăнăшасси те пулкалать вĕсен,
Ѕапах та чунсене хăват параççĕ.
Пулассине паян ăнлантараççĕ
Хăрушшине хăйсем ѕине илсе.
Поэт пĕр чул çинчен теприн ѕине
Куçса парăнтатарть ту çÿллĕшне
Пĕлĕтпеле тĕлме-тĕл курăнмалăх.
Мĕскер шыранă вăл чун тухиччен
Çак çылăхпа чыхланнă çĕр çинче?
Ыйтсан, хуравлама пултарĕ халăх.

Вырăсларан А. Дмитриев куçарнă.

Соловьев, В. Поэзи пĕлтерет ѕут тĕнчене… / В. Соловьев ; вырăсларан А. Дмитриев куçарнă // Ялав. – 1999. - № 11-12. – С. 89.

Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография