М. Васильев

КАМ ЧĂВАШ – ЧĂН ÇЕÇПĔЛ ПУЛСА ÇУН!

Хăварман пулсассăн Çеçпĕлрен,
Турă хăварман пире пилрен.
Ирĕке, çутта чĕнсе тухасшăн
Иисус пек чăтнă вăл чăвашшăн.

Тĕрлĕрен пулать-çке самани.
Пулнă Христоса та савманни.
Чапшăн та пуясшăн ĕрĕхеççĕ
Нĕрсĕр кĕвĕç, сутăнчăк элекçĕ.

Халăхшăн асаплă вăхăтра
Вăр-хурах çаплах алхаснă, урнă.
Парăнман эс: «Çапăç! Ан хăра!»
Тамăк хуранне те тÿссе курнă.

Çеçпĕлĕм!
Тăванăм!
Таса чун!
Кĕççе питлĕ тÿресен тăшманĕ.
Кам чăваш -
Нихçан та сана манмĕ.
Кам чăваш -
Кăшт Çеçпĕл пулса çун!

Ахăраççĕ хурахсем паян та.
Ихĕрет чин тупнă этемкке.
Тÿресен мĕнпурĕ тулăх, янтă,
Халăхĕ паян та выçă-çке.

Пур-и шанчăк:
Кам кĕрес хута?
Мĕскĕнсем,
Пурнатпăр-ха йăвашшăн.
Ĕненетĕп:
Пурпĕр, çĕр çулта,
Çеçпĕл килетех тепре чăвашшăн!

...Эс – çÿлте.
Эс – катара.
Эс – çывăх.
Урăх тĕнчере хуть çывăр канлĕ.
Эпĕ мар сана пăталаканĕ.
Пĕр тесессĕн,
Çук та пек ман çылăх.

Пурпĕр... Пурпĕр...
Темĕнле çĕмрен
Тăрăнать те чĕрене, ăша,
Укĕнсе çÿретĕп вĕçĕмрен:
Эп – чăваш,
Эп айăплă, Мишша...

Çурла, 1999.

Васильев, М. Кам чăваш – чăн Çеçпĕл пулса çун / М. Васильев // Ялав. – 1999. - № 11-12. – С. 88.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография