А. Петькун

ПОЭТ ТĔЛĔКĔ

Драмăллă поэма сыпăкĕ


Десна. Шыв çийĕн шевлесем выляççĕ. Каç.

Йывăççумне çыхса хунă Çеçпĕл патне Буржуй, Патша, Вилĕм тата Выçлăх пырса тухаççĕ.

БУРЖУЙ (Вилĕмпе Выçлăха):
Курăр-ха: ку халĕ те чĕрĕ!..
Ăна çакнă та,
Пăшалпа та пенĕ,
Вутра та çунтарнă -
Çав коммунистсене ним те витмест.

ПАТША (аллисемпе Çеçпĕле çĕлен пек çавăрса илсе).
Инкек! Инкек!
Турри те мана манчĕ...
Мĕн-ма,
Мĕн-ма тÿсетĕп-ши ку асапа?!
Эс те пулин кала,
Ним уссăр кÿлепе.

ÇЕÇПĔЛ: Эпĕ эсир каланă пек
Ниме юрăхсăр кÿлепе мар,
Эпĕ - çын.
Эпĕ – ирĕке тухнăскер.
Эпĕ - ĕмĕрлĕх.

(Шăтарасла пăхать, çавна май Патша корони чĕтресе илет).

ВИЛĔМ (çавипе хăмсарса).
Ха-ха-ха!
Вăл ĕмĕрлĕх...
Эс, çакă çут тĕнче пекех,
Ним те мар.

ÇЕÇПĔЛ: Ан кул эс, Вилĕм.
Пĕл: Этем,
Туйсассăн ирĕклĕ хăйне
Çĕнтерĕ вилĕме çеçмар,
Хĕвел пек ялкăшма пултарĕ.
Хăват çитерĕ çĕр çинчех
Пулмашкăн Турă -
Çÿлте мар!

ВЫÇЛĂХ (пĕр улшăнусăр сивĕ сасăпа):
Ку сан – сăмах кăна.
Йăлтах – пушă сăмах.
Хăвăн ентешÿсене эс аса ил.
Вĕсенчен чылайăшне
Эп хамăн юлташа – Вилĕме парсаччĕ.
Эс янтрашни – сăмах кăна.
Пурте – пушă сăмах.

ÇЕÇПĔЛ: Çапла, Выçлăх, чылай терт кÿтĕн
Ман тăван Атăл тăрăхне.
Çапах Тĕрĕслĕхе ĕненнине
Вĕлереймерĕн.
Эпир пĕлнĕ
Тăвансем пире
Инкекре пăрахмассине.
Пире пулăшрĕç.
Украинецсем те,
Вырăссем те,
Белоруссем те...

БУРЖУЙ (куçĕнчен хура хĕлхемсем сирпĕтсе):
Ку – йăлтах пустуй палкани.
Ку – коммунистла пропаганда.

ПАТША: Вырăс чăваша пулăшса аппаланĕ-и?
Çав тĕрĕс пулсан,
Эп халех вилетĕп...
Ман ратне çĕршер çул тăрăшрĕ.
Çĕршывра вырăс хуçа пултăр,
Унран пурте хăраччăр,
Ăна пурте пăхăнччăр тесе...
Вырăс чăваша пулăшса аппаланĕ-и?
Украинец çармăс халăхне мĕн-ма пулăштăр?
Ун пекки пулас çук.

ÇЕÇПĔЛ: Нивушлĕ ăнланмастăр,
Патша?
Эсир тахçанах çук ĕнтĕ.
Раççейра
Урăх власть,
Урăхла çынсем.
Эсир, чăнах та,
Вырăс ыттисене
Курайми пултăр тесе çех
Тăрăшнă пĕрмаях.
Анчах пĕр япалана
Шута илмен.
Чухăн – пур çĕрте те чухăнах:
Вырăс-и вăл
Е чăваш...

БУРЖУЙ: Ку – коммунистла пропаганда.
Ку – коммунистла пропаганда.

Буржуй сасси пĕлĕтсем патне янтраса çитет. Ăна хуравласа тÿперен хура хĕлхемсем, çулăмсем çĕрелле вĕçеççĕ. Вĕсем Буржуя, Патшана, Вилĕме, Выçлăха çунтарса яраççĕ.

Çеçпĕл хăйĕн алли-урине çыхнă вĕрене татать те çыран хĕррине пырса тăрать. Ăнсăртран вăл Чиновник кабинетне лекет. Ăна Параграфсем, Циркулярсем, Визăсем хупăрласа илнĕ.

ЧИНОВНИК: Акă, эс те çитрĕн,
Çутă çамкаллă кăйкăр.
Мĕн вара?
Мана каларĕç:
Сана çакнă та,
Пăшалпа та пенĕ,
Вутра та çунтарнă, -
Анчах кăлăхах-мĕн.
Тен, çаплах вăл?
Манран вара, тусăм,
Ниçта та тараймăн.

ÇЕÇПĔЛ: Эп сана ăнланма
Шутламастăп та.
Эпĕ çапăçрăм
Çĕнĕ пурнăçчечеклентĕр,
Тĕрĕслĕх çĕнтертĕр тесе.
Кам эсĕ?
Эпир Революци тунă чух
Сана баррикада çинче
Эп курман...

Ку сăмахсене илтсен Параграфсем, Циркулярсем чĕрĕлеççĕ, сасăпах кулма, шавлама тытăнаççĕ.

ЧИНОВНИК: Ай-яй, яш çын.
Пуçлăха
Унашкал калама
Ăçтан юрать?
Эп куратăп,
Манăн санпала
Чылай тăрмашма тивет,
Санран
Чăн-чăн арçын тăвас тесе...

ÇЕÇПĔЛ: Ним те ăнланмастăп эпĕ,
Ăçта,
Хăш çĕршыва,
Мĕнле ĕмĕре
Лекнĕ эпĕ?

1-МĔШ ПАРАГРАФ: Эсĕ - пирĕн тарçă.

2-МĔШ ПАРАГРАФ: Эсĕ – пирĕн салтак.

3-МĔШ ПАРАГРАФ: Эсĕ – вăл эсĕ...
Эпир – вăл эсĕ...

ÇЕÇПĔЛ: Ним те ăнланмастăп... (Хăйне хăй)
Революцие астăватăп,
Тĕрĕслĕхе астăватăп.
Ак ку мĕн вара?

ЧИНОВНИК (Çеçпĕл шухăшĕсене вуланă пек):
Эсĕ пăхăнакан пулсан,
Манран пурне те илĕн.
Çын пек вилме çех тăрăш.

1-МĔШ ПАРАГРАФ: Эсĕ вунă пинмĕш параграф
Пулас пулсан,
Умăнта
Çутă малашлăх уçăлĕ...

ÇЕÇПĔЛ: Ним те ăнланмастăп...

2-МĔШ ПАРАГРАФ (çиленсе):Сана
Ним те ăнланма кирлĕ мар.
Мĕн калаççĕ, çавна ту.
Çавă кăна.

ЧИНОВНИК: Санпа, Çеçпĕл,
Нумай калаçма хал çук ман.
Манран аслисем ыйтаççĕ.
Кала мана тÿрех,
Çапăçу хирĕнчи пек:
Эс çын пек вилме
Пултаратăн-и?
Вунă пинмĕш параграф
Пулатăн-и?

ÇЕÇПĔЛ (Шухăшласа тăнă хыççăн):
Чиновниксем, параграфсем, циркулярсем,
Пирĕн çулсем пĕрле мар.
Эпĕ пĕлместĕп,
Леш тĕнчерен
Эсир пирĕн пата мĕнле лекнĕ?
Пирĕн пурнăçран
Эсир уйрăлса кайма тивĕç.
Патша пекех,
Кивĕ тĕнче евĕрех
Пĕтме тивĕçэсир.
Сирĕн таврăнма
Пирĕн пата
Çул çук!

Кăкăрĕнчен чĕрине кăларать те граната пек Чиновник çине ывăтать.

Хĕвел ялкăшса каять.
Çеçпĕл вăранать ыйхăран.
Чÿречерен хĕвел кулса пăхать.
Тĕлĕк курнă иккен поэт.


Украинларан П. Ялгир куçарнă

Петькун, А. Поэт тĕлĕкĕ / А. Петькун // Ялав. – 1999. – № 11-12. – С. 81-84.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография