Г. Юмарт

ÇЕÇПЄЛ

Ăна асилсессĕн – хĕçсем чанклатса
Хаяррăн ялтраÇÇĕ çеçенхирсенче,
ÇураÇ хăлхана тупăсем ухлатса,
Ача выçăпа макăрать сак çинче.

Кышлать шелсĕр çулăм чипер çуртсене,
Тусан çулсем тăрăх пал-пал! хăпарать.
Пĕртанлăх юрри РаçÇейрен тĕнчене
Пур тĕрлĕ юрра хуплас пек сарăлать.

Чăваш çĕрĕ-шывĕ çинче – хурçă сас.
Хĕвеллĕ ыр шанчăк чĕртсе вăл янрать,
Янрать çĕнĕ Куншăн тăма йыхăрса,
Ав Çеçпĕл мĕлки улăп пек палăрать.

Илтетĕп поэтăн сулмак уттине –
Асар-писер çил те ăна хăруш мар.
Вут-хĕмлĕ ялав çĕкленет çĕр çине,
Юрлать пирĕн Çеçпĕл тăвăллă марш.

1959.

Юмарт, Г. Çеçпĕл // Юмарт, Г. Тивĕç / Г. Юмарт. – Шупашкар, 1969. – С. 3.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография