П. Хусанкай

ПИРĔН ÇЕÇПĔЛ МИШШИ

Çăлтăрсем – шултрисем, вĕттисем пĕр
канашлăн
Ялкăшаççĕ уяр тÿпере...
Пĕлĕте яр çурса, метеор пĕр самантшăн
Хыпăнать те – сÿнет ĕмĕре.
Çăлтăрсем çуталаççĕ çаплах килĕшÿллĕн,
Анчах лешĕ – мĕн ĕмĕр тăршши
Курнă çын асĕнчен çухалмасть вара ÿлĕм.
Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

Тинĕс хумĕ чĕвен тăракан шур çилхеллĕ
Урхамах пек сикет, кăтăрать.
Харсăр кимĕç тухать, çиле хирĕç вăл меллĕ
Киммипе сĕм шыва кастарать.
Ахăрать, мĕкĕрет, хăратать тĕпсĕр авăр:
«Сахал мар пулнă сирĕн йышши!»
Анчах кимĕç ишет, кĕсменне пăрахмасăр.
Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

Ăмăрткайăк вĕçет ĕмĕрхи ту-сăрт урлă,
Тинкерсе вăл пăхать тавралла.
Унăн çулĕ тĕтреллĕ е çумăрлă, юрлă –
Вăл пурне те çĕнсе каçмалла.
Варкăшать, çÿлерен те çÿле ярăнать вăл,
Мал енче – çут хĕвелĕн ăшши.
Вăй кĕртет чăнкă ту, хирĕç çил, аслă тăвăл.
Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

Вăл чăваш чĕлхине, юмахри Данко евĕр
Çунакан чĕрипе çутатса,
Çул кăтартнă; вăл шаннă пĕр иккĕленмесĕр
Çĕн чăваш тĕнчене тухасса.
Вăл куран интернационалăн кĕперĕ,
Пур йăхпа та пире тан туса,
Шухăшпа виçейми тÿпене халь çĕклерĕ
Пирĕн ирĕклĕ, харсăр ăса.

Эй, эсир, çамрăксем! Ăмăрт куçлă, çунатлă,
Çеçпĕл чĕннĕ чăваш ачисем!
Эп сире чи çÿлте халь курасшăн çунатăп,
Ĕненсе, юратса пехиллем.
Вăхăт çитрĕ: чăвашăн чĕлхи тимĕр татрĕ.
Туптăр, хăйрăр ăна малалла!
Ыранхн çĕн ăста тĕнчене янраттарĕ.
Çамрăксем! Вăл – сиртен тухмалла.

1949-1951

Хусанкай, П. Пирĕн Çеçпĕл Мишши // Хусанкай, П. Эпир пулнă, пур, пулатпăр / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1982. – С. 244-245.


Стихи, посвященные М. Сеспелю

Библиография